Шамиль Низамов: Сăнать шăпа, ан тив, сăнатăр
Хăйсен урисемпе мар, коляска çинче ларса çӳресен те, йывăрлăхсене парăнмасăр, пурнăçран илем тупса пурăнакан çынсем те нумай. Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗнче пурăнакан I ушкӑн инваличӗ Шамиль Низамов та çавăн пеккисенчен
Якуб пиччепе тата Наиля аппа ҫемйинче йӗкӗреш хăраххи, 8-9-мӗш ача пулса çуралать Шамиль. Пӗчӗкренех сывлӑхӗ хавшак пулсан та, хăйпе пӗр çулхисемпе шкула вӗренме çӳрет, йӗкӗреш пӗртăван хӗрпе Шамиляпа пӗрле 10 класс та пӗтерет.
Уçă кӑмӑллӑ, çынпа хутшăнма хавас каччăна тантӑшӗсем те, ял ҫыннисем те юратаççӗ. Вăй çитнӗ таран ашшӗ-амӑшне пулӑшса, ӗçпе çирӗпленсе ӳснӗ Шамиль шкула вӗçлесенех, «Эпӗ пурнăçлама пултаракан пӗр-пӗр ӗҫ парӑр-ха мана» тесе, колхоз ертӳçи патне килет. Колхоз ертӳçи те ӗçлеме кăмăллакан каччӑна каялла пăрмасть, ӑна лаша кӳлсе, хирте ӗçлекенсем патне апат турттарма сӗнет. Хаваспах килӗшет Шамиль çак ӗçе. Çапла вара, вӑл ҫуркунне-кӗркунне-ҫулла уй-хирте ӗҫлекен трактористсене, комбайнерсене, кӗтӳҫсене апат кӳрсе пама пуҫлать. Хӗлле вара йывӑр тесе тăмасть, фермӑри выльӑхсем патне апат кӗртнӗ çӗрте ӗҫлет.
Анчах ватăлса пынăçемӗн ӗҫлеме йывӑрланса пырать, ҫамрăкранах ыратнă урисем те, чӗри те хăйне систере пуçлаççӗ. Пӗрремӗш хут инсульт хыҫҫӑн та вăл ерипен кăна пулсан та утма тăрăшать. Анчах иккӗмӗш хут инсульт пулни ăна пӗтӗмпех ураран ӳкерет, Пăвари больницăра, пурнӑҫпа вилӗм хушшинче чылайччен кӗрешет вăл.
– Вăл вăхăтри малтанхи эрнесене пачах та астумастӑп, тӑвансем каланинчен кăна пӗлетӗп. Эпӗ Пăвари врачсене, медицина сестрисене тав тӑватӑп, паянхи кун «ходункӑпа» кăна ҫеҫ ҫӳреме пултарайсан та, тав Турра, ларса тăма та пултаратӑп, ӑсăм та, ӑнăм та, калаçу та хăй йӗркине каялла таврăнчӗç, – тет Шамиль.
Ăна кӳршӗре кăна пурăнакан пӗртăван тетӗшӗ Курбангали тата инкӗшӗ Минзифа пăхаççӗ. Анчах та вӗсем хӑйсем те аслă çулсенче ӗнтӗ, сывлӑхӗсем те хавшанӑран, районти социаллӑ хӳтлӗх уйрăмӗнчен социаллӑ ӗҫчен палăртнă. Вăл – Лейсан Юсупова. Лейсан социаллӑ ӗҫчен пулса 2007 çултанпа ӗçлет, вăл 6 ҫын пăхать.
– Вӑл кашни кун ман пата килсе çӳрет, апат-ҫимӗҫ кӳрет, апат хатӗрлет, ҫитерет, кил-çурта тасатать, çăвать, япаласене килне илсе кайса, çуса кӳрсе парать. Эпӗ Лейсана та, районти социаллӑ хӳтлӗх управленине те тав тӑватӑп, – тет Шамиль.
Мунчана вара Шамиле тетӗшӗ Корбангали хăйсем патне илсе каять. Мӗнле кăна апат пӗçерсен те шăллӗне те сăйлаççӗ.
Ял çыннисем, кӳршисем те Шамиле пӗччен хӑварас мар тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Эпир килнӗ чухне те Çӗнӗ Кахăрлă ялӗн Культура çурчӗн заведующийӗ Мадина Замалетдинова инвалидсен кунӗпе саламлама килнӗччӗ. Кашни килекен çынпа савăнса, кăмăллăн калаçса ларать Шамиль.
Ҫапла, шӑпа ăна кӳрентернӗ. Хăй вара, пӗртте ӳпкелешмест.
– Пурнӑҫа юратса пурăнатӑп, – тет вӑл.
Справка
Паянхи кун районта 2112 сывлăх тӗлӗшпе çитменлӗхсем пур ҫын пурӑнать, вӗсенчен 77-шӗ – ачасем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев