Шакир Ягудин районта ӗçсем мӗнле пынипе паллашрӗ
Наци проекчӗ
ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗ, законлӑхпа право йӗркин комитечӗн ертӳçи Шакир Ягудин Çӗпрел районне ӗçлӗ визитпа килчӗ.
Районта ӗçлӗ çӳрев вăхăтӗнче вăл граждансене харпăр хăй ыйтăвӗсемпе йышӑнчӗ, ҫавӑн пекех, наци проекчӗсен шайӗнче тăвăнакан объектсене пăхса тухрӗ.
Чи малтан Марс вӑтам шкулне ҫитсе курчӗ. Паянхи кун шкулта капиталлă юсав ӗçӗсем вӗҫленсе пыраççӗ.
Депутат Кивӗ Сатуркка ялӗнче тăвăнакан нумай функциллӗ центрăн строительствине те ҫитсе курчӗ. Ҫӗнӗ объектра ял клубӗ, библиотека пулать. Объект, çаплах, «Культура» наци проекчӗн шайӗнче тӑвăнать.
Шакир Ягудин «Чайка» лагерьти ачасен ҫуллахи канӑвне мӗнле йӗркеленипе, тӗпрен илсен, кунти ӗҫ-хӗлпе паллашрӗ, ачасемпе курса калаçрӗ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗпе интересленчӗ.
Паян лагерьте иккӗмӗш смена пырать. Пӗр вӑхӑтрах палаткăллă лагерь те ӗҫлет.
«Ытларах лагерьте хамăрăн районти ачасем канаҫҫӗ, ҫавӑн пекех, кӳршӗри районсемпе хуласенчен килнисем те пур», – тесе палӑртрӗ лагерӗн директорӗ Анатолий Мердюков депутата хурав парса.
«Объектсем туни, юсаса ҫӗнетни тата халӑха усă курма пани питӗ кирлӗ. Ҫынсен хӑтлӑ условисенче пурӑнмалла, ачасен вара ку чухнехилле тата оборудованиленӗ çутӗç учрежденийӗсенче пӗлӳ илме тата канма тивӗçлӗ!» – терӗ патшалăх представителӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев