Шахмат пуххисене илме спонсорсем пулӑшаҫҫӗ
Хыпарсем

Шахмат пуххисене илме спонсорсем пулӑшаҫҫӗ

Ҫӗпрелӗн шкулӗсенче шахмат зонисене йӗркелесси малалла пырать.

«Единая Россия» партин депутачӗ – Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин Ҫӗпрел районӗнчи «Единая Россия» партин ӗҫ тӑвакан секретарӗпе Ильдар Каюмовпа тата çутӗç пайӗн начальникӗпе Ильсур Халитовпа Упи вӑтам шкулне 3 шахмат наборне пачӗç. Шахмат пуххине «Дементьево агрофирма» ертӳҫи Владимир Николаев илме пулăшнă.

Аса илтеретпӗр: Тутарстан Республикинче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенче шахмат зонисене уҫмалли ятарлӑ проект пурнӑҫланать. Проект шайӗнче паянхи кун тӗлне Ҫӗпрел районӗн вунна яхӑн шкулӗнче шахмат зонисем йӗркеленӗ.


Нет комментариев