Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Сентябрӗн 14-мӗшӗ — пӗрлехи сасӑлав кунӗ

Суйлав — 2025

Сентябрӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче Раҫҫей Федерацийӗ енӗпе 20 субъект пуҫлӑхӗн суйлавӗ иртӗ.
11 регионта — регионти парламентсен депутачӗсен суйлавӗсем, 25 административлӑ центрта муниципалитетсен пуҫлӑхӗсен, ҫавӑн пекех, хула тата ял совечӗсен депутачӗсен суйлавӗ иртӗ. Тутарстан Республикинче çак кун Республика Раисӗн суйлавӗ иртӗ.

Июлӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, Тутарстанра 2,9 миллион ытла суйлавҫӑ пур, вӗсенчен 33,5 проценран ытларахăшӗ — ҫамрӑксем. Апла кăна та мар, пӗрремӗш хут сасӑлама 40 пин ҫын килӗ. Мӗнпур 2752 суйлав комиссийӗ те 7:00 сехетрен пуҫласа 20: 00 сехетчен ӗҫлӗ.

Сасӑлама меллӗ лаптӑка «Мобильлӗ суйлавҫӑ» сервис пулăшнипе суйлама пулать. Ҫак сервиспа усӑ курма заявление патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ, нумай функциллӗ центрсен офисӗсенче, территорири суйлав комиссийӗсенче, участокри суйлав комиссийӗсенче пама пулать.

Тутарстан Раисӗн суйлавӗнче «Мобильлӗ суйлавҫӑ» сервис республикӑн пӗтӗм территорийӗнче ӗҫлӗ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх представительлӗ органӗсен депутачӗсен суйлавӗнче «Мобильлӗ суйлавҫа» пӑхса хӑварман.

2025 ҫулхи суйлавра килте сасӑламалли заявление суйлав комиссийӗ урлӑ кӑна мар, патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ та пама пулать. Сасӑлав кунӗнче участокри суйлав комиссийӗ килте сасӑлама заявлени панӑ суйлавҫӑ патне шӑнкӑравлӗ, ăна хӑш вӑхӑтра килессине пӗлтерӗ.

Тутарстан Республикин Тӗп суйлав комиссийӗ Тутарстан Раисӗн суйлавне Рустам Миннихановăн («Единая Россия») тата Виталий Смирновăн («Раççейри социаллă тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекен пенсионерӗсен партийӗ»), çавӑн пекех, Руслан Юсуповăн (ЛДПР) тата Хафиз Миргалимовăн (КПРФ) кандидатурине регистрациленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев