Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Сельхозтехника»       текен пысăк организаци пурччӗ

Ветерансем ӗлӗкрех çак организацие нумай çул ертсе пынă Минзаки Муртазинпа тӗл пулчӗҫ

70-мӗш ҫулсенче районти («Сельхозтехника»)  пӗрлешӗвӗнче 400тен ытла çын ӗçленӗ. 1968-1989 çулсенче çак пӗрлешӗве Минзаки Шириазданович Муртазин ертсе пынӑ. Хальхи вăхăтра вăл Хусан хулинче ӗçлет, çак кунсенче района килнӗччӗ. Ветерансен районти советӗнче унпа тӗлпулу йӗркелерӗç.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче ветерансем мӗнле пурӑннине, ӗçленине аса илчӗç, хӑйсен ҫамрӑк чухнехи вăхăчӗсем ҫинчен калаçрӗҫ, сăн ӳкерчӗкӗсене пӑхрӗҫ, пулнă шухăшӗсемпе пӗр-пӗрне паллаштарчӗç.

– Эпӗ çак районта ҫуралмасан та, манӑн чи ҫутӑ, кăтартуллă ҫулсем  ҫакӑнта иртрӗç. Кунта эпир хамӑрăн кил-çуртăмăра çавăртăмăр, ачасене ӳстертӗмӗр. Кунта эпӗ колхоз ертӳçинчен, Социализмла ӗҫ Геройӗ Абдреевран, Фаизовран, Камусинран,  Ҫӗпрел районӗн депутатӗнчен Н.Г.Энвальдран тата районти опытлӑ пуҫлӑхсенчен пурнӑҫ урокӗсем илтӗм. Эпӗ ӗлӗкхи ӗҫтешӗмсене, халӑх умӗнче тунӑ ҫитӗнӳсене палăртнăшăн район ертӳçине, халӑхне тав тӑватӑп, – терӗ тӗлпулу вӑхӑтӗнче Минзаки Муртазин.

Справка

Районта «Сельхозтехника»  организацийӗн вӑйӗпе икӗ ача сачӗ тата 250 хваттер, хоккей площадки тӑваҫҫӗ. Район больници валли УЗИн пӗрремӗш аппаратне, хоккей командишӗн тумтир тата оборудовани, вокалпа инструмент ансамблӗ валли музыка инструменчӗсем тата ытти оборудовани илнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев