Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Шахтер кăмрăк касать

Ҫӗпрел районӗн çыннисем кирек мӗнле ӗҫе тытсан та вӗçне çитерсе пурнăçлаççӗ, кирек ӑҫта кайсан та, пуç усмаççӗ, хӑйсен йӗрне хӑвараҫҫӗ.

 

Ҫакна Кивӗ Сатуркка ялӗн каччи Мансур Алуллин хăйӗн ӗçӗпе ҫирӗплетнӗ.

Шагиахметпа Рауза Алиуллинсен нумай ачаллă, йывăр шăпаллă ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк каччă телейне кӑмрӑк шахтисенче сăнаса пăхать. Анчах кун ҫинчен каярахпа. Унччен Кивӗ Сатуркка ялӗнчи пӗр ахаль ҫемьен кун-ҫулӗнче вӑрҫӑ мӗнле йывăр йӗр хӑварнине пăхса иртер.

Колхоза чи малтан кӗнӗ, лӑпкӑн ӗҫленӗ, ҫемье ҫавӑрнӑ, виҫҫӗмӗш ачи ҫураласса кӗтнӗ чухне вӑрҫӑ Алиуллинсен хапхине шаккать. Нумайӑшӗсем пекех, Шагиахмет Алиуллин та,  вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех, фронта каять. Анчах пӗр сăнама юратнă шăпа татах та сăнать – салтак Алиуллин службӑра тӑракан Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фрончӗ, çав 1941 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчех, блокадӑра тăрса юлать. Миҫе теҫетке пин салтакпа офицер нимӗҫ тыткăнне лекет. «Фашистсене хăйсен килӗсенчех çӗнтерсе таврăнăпăр», тенӗ Шагиахметран çапла майпа ҫыру та килме пăрахать. Пӗр  хыпарсӑр çухалаççӗ. Пӗринчен тепри пӗчӗк ачисене выҫлӑхран хăтарса хăварма, вӗсене пăхса ӳстерме тивет Рауза аппана. Пур ӗҫе те ял ҫыннисемпе тан хутшӑннӑ хӗрарăм Шагиахмет каялла таврӑнас шанчӑка ҫухатмасть. Ҫӗнтерӳллӗ ҫуркунне ҫитсен ял ҫыннисем таврӑнсан та, «ан кӗт, таврӑнмӗ»,  тесе каласан та, пур пӗрех Рауза аппа кӗтет. Кӗтни ахаль пулмасть! 1947 ҫулта Шагиахмет Алиуллин тӑван ялне таврӑнать. Анчах тыткӑна лекнӗ салтакăн ҫемйин пурнӑҫӗ, паллах, ытла хӑвӑрт йӗркеленсе каймасть. Ҫавӑнпа та пӗве ҫитнӗ ачасем ют çӗре тухса кайнине лайăхрах теççӗ. Чи малтан шахтер ӗҫне, Челябинск облаҫне.  ҫемьери иккӗмӗш ача Масхуд тухса каять. Ун хыççăн Мансур. Анчах шӑпа иккӗшне икӗ ене – Мансура инҫетри Якутие, Нерюнгри хулине илсе çитерет.

Ӗҫпе пиҫӗхнӗ мишер каччи ют çӗрте те ыттисенчен те кая пулмасть. Ахаль проходчик пулса ӗçе пуçăннă Мансур пысӑк квалификациллӗ шахтера çити çӗкленет, бригадир пулса тӑрать. Кивӗ Сатуркка ялӗн каччă ҫинчен Якутире нумай хаҫатсенче статья тухать, мӗншӗн тесен унӑн бригади сменӑра 45 метр вырăнне 60 метр «проходка» туса, кӑмрӑк касать. Ентешӗмӗре «Ӗҫ мухтавӗ» орденпа чыслаççӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, мишер каччин парнесем нумай пулаççӗ. Чи пысӑк парне – инҫетри Якутире тутар хӗрне тӗл пулни-тӗр. Вăл Тутарстанри Кукмара районӗнчен пулнă Салихапа хӑйӗ пурнӑҫне çавăрса ярать. Ывӑлпа хӗр çуратса ӳстереççӗ. Тӑван ене тем пек таврӑнасшӑн пулсан та, ниепле те таврӑнаймаççӗ. Мухтавлă шахтер, районăмăрăн çынни хăй ӗçлекен, çемье çавăрнă, ачисене ӳстернӗ Нюренгри хулинче тӗпленсе юлать.

«Ку пурнӑҫра чи тунсăхлаттараканни тӑван ялпа тӑвансем пулчӗç», – тет Мансур Алиуллин. (Пӗртăванӗсем те унăн нумай – Шагиахметпа Рауза Алиуллинсен вӑрҫӑ хыҫҫӑн та тата  пилӗк ача ҫуралнӑ).

Тӑван ен те хӑйӗн хисеплӗ ывӑлӗсене манмасть. Кӗçӗн Тӑван çӗршывне чыслă ӗçӗпе чапа кӑларнӑ Мансур  Алуллинăн ятне «Çӗпрел энциклопедине» кӗртнӗ. Мансур Алиуллина халӗ хӑйӗн ачисем лайӑх характерӗшӗн, ӗҫченлӗхшӗн хисеплеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев