Сахӑр чӗкӗнтӗрне кăларасси малаллах пырать
«Цильна» обществăра сахӑр чӗкӗнтӗрӗ гектартан 600 центнер тухăç парать
Агротехника мероприятийӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ туса ирттернине пӑхмасӑр, ҫумӑрсем пулманни, ҫуллахи уйӑхсенчи шăрăх та уяр ҫанталӑк тухӑҫа çирӗп сиен кӳнӗ.
Ҫапах та кашни гектартан тухӑҫ вӑтамран 600 центнерпа танлашать.
Рамис Айнуллов хӑйӗн пулăшаканӗпе Марат Яруковпа «Ропа» комбайнпа ӗҫлеҫҫӗ.
Ку комбайн вара пӗр вăхăтра темиçе техника ӗҫне пурнăçлать: чӗкӗнтӗре ҫулҫинчен тасатать, чавса ҫиеле кӑларать. Асхать Замалтдинов, Фанис Хакимов, Ильнур Алимов, Владимир Макаров тата Алексей Марков «КамАЗ» автомобильсемпе чӗкӗнтӗре сахӑр завочӗсене турттараҫҫӗ.
Уйра ӗҫлекенсене темиҫе хутчен вӗри апатпа тивӗçтерессине йӗркеленӗ.
Справка
Сахӑр кӑшманӗ районта 1340 гектар лаптӑка йышӑнать. Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен сентябрӗн 26-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенсен курăннă тăрăх, райăнӗпе 299 гектарти сахăр чӗкӗнтӗрне кăларса илнӗ. Вӑтам тухӑҫ гектартан 451 центнерпа танлашать.
Районта, çаплах, 2025 ҫулхи тухăçшăн кӗрхи культурăсене акас ӗçсем малалла пыраççӗ. Район тӑрӑх 11754 гектар лаптӑкра кӗрхи культурӑсем акнӑ. Хуҫалӑхсенче хӗллехи тапхӑр валли выльӑх апачӗ хатӗрлесси те малалла пырать, районӗпе 32 пин тонна ытла силос хывнӑ. 27 гектар лаптăкра кӗрхи ҫӗртме сухи тунă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев