Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

Шавласа ӳсчӗр, хыр йывăççисем!

Кивӗ Çӗпрел ялӗнче йывăç хунавӗсем лартрӗç

Хыр йывăççисене лартса, урама илем кӳрес ӗçӗн пуҫаруçи Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Абдулхарис Абдулхакович Алимов пулса тăрать. 

Хисеплӗ ӗҫ ветеранӗ темиҫе ҫул каялла ҫӑлкуҫа хӑтлӑх кӗртсе, ун тавра йывăç-хунавсем лартас енӗпе кăмăл-шухăшӗ çинчен пӗлтернӗччӗ. Паян иккӗмӗш сывлӑш илнӗ ҫӑлкуҫ таврашӗ палламалла мар улшӑннӑ, ҫӑлкуҫӗнчен сиплӗ шыв юхать, ҫав çăлран Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакансем ҫеҫ мар, ытти ялсенче пурӑнакансем те килсе шыв илеҫҫӗ, сиплӗхне те туяççӗ иккен. Унсӑр пуҫне ҫӑлкуҫ патӗнчи улӑхра ачасем валли вӑйă площадки йӗркеленӗ, унта ачасене выляма пӗтӗм условисем пур. Ҫӑлкуҫ патне килнӗ ҫынсене канма сакăсем вырнаçтарнă. «Ҫӑлкуҫне шыв ӑсма пырсан, эпир пур кăмăлтан ларса канатпăр, уҫӑ сывлӑшпа сывлатпӑр. Халӑхшӑн ҫавӑн пек меллӗ майсем туса панăшăн пурне те тав сăмахӗ пӗлтеретпӗр» — теҫҫӗ районта пурӑнакансем.

— Ҫак кӗпер патне анакан ҫул хӗррине йывӑҫсем лартас шухӑш мана тахҫанах пӑшӑрхантарса тăратчӗ. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров çак ӗçе ырларӗ, хунавсем илсе килме шантарчӗ. Акӑ тинех ӗмӗтӗм пурнӑҫланчӗ. Тӑван енӗм йывăçсемпе илемлӗн шавласа ларнине курма питӗ кӑмӑллӑ мана, — тет ӗҫ ветеранӗ.

Хыр йывӑҫҫисене вара, Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн директорӗн советникӗ Светлана Михайлова ертсе пынипе 2 курс студенчӗсем лартрӗç. Светлана Михайлова каланӑ тӑрӑх, ҫак кун пурӗ 25 тӗп хыр йывăççи лартнӑ. Хисеплӗ ветеран Абдулхарис Абдулхакович хӑй те студентсене хунавсене лартма хаваслансах пулӑшса çӳрерӗ. "Акă темиҫе ҫултан эсир хӑвӑрах курӑр, эсир лартнă йывӑҫсем чаплӑ хырсем пулса тӑрӗҫ. Ачăрсем пулсан, вӗсене те эпир лартнӑ йывӑҫсем, тесе калама пултаратӑр",— терӗ Абдулхарис Алимов студентсене. 

Йывăç хунавӗсене лартнă хыҫҫӑн студентсем ҫӑлкуҫ патне килчӗç, хăйсен наставникӗпе тата хисеплӗ ветеранпа Абдулхарис Абдулхаковичпа сӑн ӳкерӗнчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев