Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

Сăвăсран сыхланăр

Ҫутҫанталӑкпа пӗрле сӑвӑссем те ыйхисенчен вӑранаççӗ.

Ҫуркуннепе ҫулла нумайӑшӗ вӑрмана кайма хăраса тăраҫҫӗ. Вӑрман пыйтипе хӑратаҫҫӗ. Сӑлтавӗ те пур. Сӑвӑссенчен çынна энцефалитпа боррелиоз пек хăрушă чирсем куҫма пултараҫҫӗ.

Хӑвӑрăн ӳт ҫумне тăрăннă сӑвӑса тупсан, чи малтан, лӑпланӑр. Кун пек чухне тăнăç пулмалла. Иккӗмӗшӗнчен, ҫывӑхри больницăна кайма васкӑр. Енчен кӗске вӑхӑт хушшинче çакăн  пек май ҫук иккен, сӑвӑса хăвăрăн туртса кӑлармалла.

Интернет-кӑларӑмсенче сăвăса ӳсентăран ҫӑвӗ пулăшнипе туртса илесси çинчен час-часах çыраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен, çу хурт-кӑпшанка сывлама кансӗрлет. Сывлăшӗ пӗтсен вара сӑвӑс хӑй тухать тесе шутлани тӗрӗс мар. Врачсем кун пек ӗçлеме сӗнмеҫҫӗ. Ҫу сӗртсен, сӑвӑс чӑнах та тăнăçланма пуҫлать. Анчах та кун пек чухне вӑл ҫыннăн юнне пысăк калăпăшра  сӗлеке уйăрса кăларать. Шăп çак сӗлекере чир кăларса тăратакан вируссем пур.

Сӑвӑса хӑвӑр тӗллӗн туртса кӑларас тетӗр пулсан, унăн пуҫне татмасăр кăна илмелле. Хурт-кӑпшанкӑна пӳрнепе хӗстерме юрамасть. Вӑрман пыйтине сыхланса кăна пӗр енчен тепӗр енне  силлесе, пинцетпа туртса илмелле. Нихăçан та сăвăса тăрук туртса ан илӗр.  Мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн малти урисемпе ӳт-тир ҫумне ҫыпҫӑннă. Енчен хытăрах туртсан, хурт-кӑпшанкӑн пуҫӗ татӑлса, ӳт ăшӗнче юлать. Кун пек чухне татăлса юлнă  сăвăсăн пуçне спиртпа йӗпетнӗ е вутра тытнă  йӗппе илӗр. Вӑрман пыйти ҫыртнă вырӑна спирт, йодăпа ӗçе кӗртме хушаççӗ. Алӑсене супăньпе ҫӑвăр. Сăвăса хӑвӑр кăларса илсен те, тухтӑр патне кайма ан манӑр. Вӑрман пыйти çыртнă хыҫҫӑн, 4 кун хушшинче ăна хирӗç иммуноглобулин тутармалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев