Сăвăсен ярăмӗ
Кӗтсе илетӗпех...
Наталия Клементьева
Хӑҫан пӗтет-ши ирсӗр вӑрҫӑ,
Хӑҫан тӗп пулӗ вӑл тӑшман!
— Тен, ак кӗҫех... ҫурсассӑн ҫулҫӑ...
Чӗре шанать, кӗтет ялан.
Пӗрин ачи, теприн савнийӗ...
Кайса ҫухалнӑ ют ҫӗре.
Упрать сире анне кӗллийӗ...
— Кӗл пек кӗлленӗ ман чӗре.
— Ҫӑва тухсан кӗтсе тен илӗ,
Ун чух ҫухатмӗ ывӑлне.
— Эс ларса кан, апат ак пиҫӗ,
Ан пӑх эс урӑх ют енне.
Кӗтсе илетӗпех... Ҫакна шанатӑп,
Эп ҫирӗп тӑрӑп шухӑшпа.
Сана хам ытамра... Чӑнах куратӑп...
Эп сыхӑ тӑрӑп Турӑпа...
Кӗлчечек...
Ҫил вӗрет-и кассӑн-кассӑн,
Алхасать-и юр-тӑман,
Ҫеҫкере ларать чӗре ман,
Чун савниҫӗм эс пуртан.
Чечеке амантмӗ ҫилӗ,
Ун сивви ӑна тивмест.
Ман аттен хӑватлӑ пилӗ,
Ир те, каҫ та хӳтӗлет.
Кӗлчечек лармасть хӑр тӑлӑх,
Шурӑ лили, ав тюльпан...
Юнашар ӳсет шур хурӑн,
Инҫех мар ларать юман.
Пӑшӑл-пӑшӑл тукалаҫҫӗ,
Кашни кун шавлать вӑрман.
Илеме пач ҫухатмаҫҫӗ,
Хакли ҫук ҫак туслӑхран...
Ан вилччӗр нихăçан та ачасем
Вăрах вăхăт шавларӗ вут кăварӗ,
Мӗншӗн ăна халăх сӳнтереймест...
Пур халăх та Зеленские хурларӗ,
Вăл пур пӗрех пире çӗнтереймест.
Халь çирӗп те маттур Совет салтакӗ,
Хирет те çӗмӗрет тăшмансене.
Нихçан та ан çыпăçтăр чир-чӗр амакӗ,
Турри çеç сывлăх патăр вӗсене.
Ывăл çуралсанах пурте калаççӗ:
— Эс салтака юрăхлă пул, — тесе.
Вăрçă хирне мӗнма—ши ăсатаççӗ,
Амăшӗсем куççулӗпе йӗрсе.
Амăш çуратнă ывăлӗпе хӗрӗ,
Телейлӗ пурăнччăр çак çӗр çинче,
Ан хуçтăр вӗсене вăрçă саманчӗ,
Ан юхтăрччӗ куççуль куçӗсенчен.
Мӗн чухлӗ ачана вăрçă çухатрӗ,
Епле тӳсеççӗ ашшӗ-амăшсем.
Анне çӳçӗсене часах шуратрӗ,
Манма пултарӗç-ши ăна вӗсем.
Амăш çуратнă ывăлӗпе хӗрӗ,
Юлмарӗç хыçала çӗршыв чӗнсен...
Халăх юратнă çирӗп Совет çарӗ,
Халь çӗнтермешкӗн хăват пур вӗсен.
Нумай ачасем çӗр айӗнче выртаççӗ,
Мӗншӗн-ши пулчӗç ӗмӗрӗсем кӗске.
Аннесене тӳсмешкӗн пулăшсамччӗ,
Тата кăшт пурăнмашкăн çӗр çинче.
Мӗнлерех чăтать анне чӗри
Ачасем çуралса ӳснӗ чух,
Çав тери телейлӗ аннесем.
Чӗпписем хăвăрт ӳссе çитсен,
Уйрăлма вăхăт çитет вӗсен.
Халь тӗнче пӗртте ахаль тăмасть,
Ăçтан тупăнать вутпа çунма.
Ма-ши Украина чарăнмасть?
Мӗншӗн халь те чараймаç ăна.
Аннесем кӗтеç ачисене,
Кулленех куççулӗ тăкăнать.
Турă патăр сывлăх вӗсене,
Пурнăçа кашни анне туять.
Мӗнлерех чăтать анне чӗри,
Ачи пуçне хунă вăрçăра.
Ăна тӳсме йывăр çав тери,
Йывăр пулсассăн та — пытармаллах.
Тимӗртен тунă пуль чӗрине,
Тен, хуйхи шуратнă ун çӳçне.
Вут-кăвар ан çунтăр нихăçан,
Ывăлсем çӗр çинче пур чухне.
Час-часах ачасем-çке вилеç,
Мӗнле тӳсме пулӗ-ши ăна?
Çемьене пысăк хуйхă кӳреç,
Аннесем çухатрӗç канăçа.
Галина Алексеева, Тăваньел ялӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев