Сасӑлӑр!
Кӑҫал «Пирӗн картиш» республикӑри программа шайӗнче 833 кил-ҫуртăн территорине хӑтлӑх кӗртме палӑртнӑ.
Хӑтлӑ общество анлӑшӗсемпе нумай хутлă çуртсен картишӗсен территорийӗсемшӗн Тутарстан ҫыннисем ТР патшалӑх услугисен порталӗнче 2024 ҫулхи апрелӗн 30-мӗшӗччен сасӑлама пултараҫҫӗ.
Асӑннӑ программӑпа пурӗ 9 ҫул хушшинче (2015 ҫултан пуҫласа 2023 ҫулччен) 398 общество хутлӑхне юсанӑ, вӗсенчен 225 объектра «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци проекчӗн шайӗнче ӗҫсене йӗркеленӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлав мартăн 15-мӗшӗнче пуҫланчӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫитес ҫул программӑна кӗртекен обществӑлла анлӑшсен списокне йӗркелӗç. Сасӑлава хутшӑнма 14 ҫул аслӑрах республикӑра пурӑнакансем пултараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев