Шашка вӑййи — ӑс-тӑн вӑййи
Февралӗн 18-мӗшӗнче П. В. Дементьев музейӗнче шашкӑлла выляма юратакансем ӑшӑ та туслӑ атмосферӑра тӗл пулчӗҫ.
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлӗвҫин кунне халалланă, аслӑ ӳсӗмрисем хушшинче шашкӑлла выляссипе «Хурапа шурри» турнир иртрӗ.
Ӑс-тӑн вӑййинче ултӑ арҫын хутшӑнма кӑмӑлларӗç.
Кайранхи партисем хӗрӳ иртрӗҫ, мала тухма нумай пуҫ ватма тиврӗ, анчах пурте ҫӗнтерӳçӗ пулма пултараймаççӗ паллах. Тупӑшура выляса яракансем те пулаҫҫӗ.
Вӑйлӑ та интереслӗ кӗрешӳ хыҫҫӑн, Упи ялӗнчи чи лайӑх шашкӑлла вылякансем палӑрчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫен йышне: 1-мӗш вырӑна — Валерий Гаврилов (Турхан Упи), 2-мӗш вырӑна — Геннадий Ярзуткин (Ҫӗнӗ Упи), 3-мӗш вырӑна — Василий Ильбикин (Упи). Турнирӑн судьи — Михаил Чернов вӑйӑсене тӗрӗс йӗркелесе пычӗ.
Вырӑнти пенсионерсен совечӗн ертӳҫи Ирина Ярзуткина кашнине ҫывхарса килекен уяв ячӗпе саламласа, çирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу, телей сунчӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑ-накансене пурне те асӑнмалӑх парнесем парса хавхалантарчӗҫ, призерсене дипломсемпе чысларӗҫ. Упи ял тӑрӑхӗн ветеранӗсен советне тӗлпулу йӗркеленӗшӗн тав тӑватпӑр. Малашне те аслӑ ӑрурисем валли спорт ӑмӑртӑвӗсене ирттернӗ ҫӗрте хутшӑнма ӑнӑҫусем сунатпӑр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев