Сасӑ ҫыракан студи уҫăлчӗ
Ачасен искусство шкулӗнче «Art-musik» проектпа ку чухнехи сасӑ ҫыракан студи уҫӑлчӗ
Программăсем. Грантсем
Халӗ кунта, уйрăм оборудованиленӗ пӳлӗмре хăвăн сас-суна пахалӑхлӑ çыртарса, ăна ӗçе кӗртме май пур.
Ачасен искусствин шкулӗн ертӳҫи Алина Ахметова каланӑ тӑрӑх, ҫак студие уҫасси вӗсен тахҫанхи ӗмӗчӗ пулнӑ.
– Проектӑн пӗтӗмӗшле сумми 500 пин тенке тӳрӗ килет. 355 пин тенкӗ укçана ыр кӑмӑллӑх фончӗ уйӑрнӑ. Тата хушма финансламалли пулăшупа кӗнӗ 145 пин тенкӗ укçапа сасӑ вӑйлатмалли, профессионаллă студи наушникӗсем, мониторсем, микрофон, микшер пульчӗ тата ытти кирлӗ хатӗрсем туянтăмăр, – тет вӑл.
Студи пӳлӗмӗн стенисене сасса кăларман ятарлă хатӗрпе хупланӑ. Ку вырӑнта студие «Лукойл» ыр кăмăллăх фончӗ пулӑшăвӗпе тунине те каласа хăварас пулать. «Ритэк» общество ирттерекен конкурсра Алина Ахметова туса хатӗрленӗ проект ҫӗнтерет, «Лукойл» ăна финанслать.
– Конкурсра ҫӗнтерсен, савӑнӑҫăмăр калама ҫук пысӑк пулчӗ. Грант укçи килсенех кирлӗ оборудованисем туянтăмăр. Студи пӳлӗмӗ те пӗр-икӗ кун хушшинчех пулса тăчӗ. Ачасен искусство шкулне чӑнах та питӗ пултаруллӑ ачасем ҫӳреҫҫӗ. Вăйлă вокалистсем пур. Сасӑ ҫыракан студи ҫак пултарулӑха ӳстернӗ çӗрте çирӗп стимул пулӗ, – тет искусство шкулӗн директорӗ.
Сасӑ ҫыракан студи ҫамрӑксен хушшинче наци культурине анлăн сарма, тӑван чӗлхепе усӑ курассине анлăлатма, талантсене уçăмлама пулăшу парасса та шанаҫҫӗ кунта.
Справка
Ачасен искусствин шкулӗнче тӗрлӗ çул-йӗр енӗпе виҫӗ кружок ӗçлет. Шкула мӗнпурӗ 210 ача çӳрет. Кунсӑр пуҫне, 30 ача вокал, 18 ача гитара кружокне ҫӳрет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев