50 ҫул пӗрле пурӑннӑ Шарафутдиновсен телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ те çакăнта – сапăрлăх тата ӗҫре пулнинче.
50 çул пӗрле
Ку пурнӑҫ – вăрттăнлăхри пӗр тӗлӗнтермӗш, хӗрпе каччă пӗрре курман, пӗр пӗлмен вырăнта тӗл пулаççӗ те мăшăр пулса пурнăçăн аслă çулӗ çине кӗрсе каяççӗ.
Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн каччи Дамир та хăйӗн Наилине Аслă Чăнлă ялӗнчен тупнӑ. Хӗрӗн пысӑк хура куҫӗсем, ҫӑра хура ҫӳҫӗ, йăрăс пӗвӗ, вăтанчăклăхӗ пӗрре курнипех тыткăнлать каччăна. Дамирăн та илемлӗхӗ тесен куçа йăмăхтармалăх, чӗлхе пуянлӑхне те ăна Турă ҫителӗклӗ панӑ. Ҫитменнине тата вӑл ҫӑмӑл кӗлеткеллӗ, питӗ пултăклă, ташлать. Ниля вара илемлӗ юрлать. Икӗ ҫамрӑк чӗрене пултарулӑхпа, искусствӑпа интересленме пуҫлани те тӗл пултарнă пулмалла, ҫапла вара вӗсем хӑйсен пурнӑҫне пӗрле ҫыхӑнтарса яраççӗ.
Саманине кура çи-пуçне килӗшӳллӗ тăхăннă, аллине чечек çыххи тытса килсе кӗнӗ хӗре Дамирăн ашшӗ Сиразетдин пичче, амăшӗ Сайри аппа ырă сунса, савăнăçлăн кӗтсе илеççӗ. Мӗнле савӑнмăн?! Аслӑ ывӑлӗ авланать вӗт. Часах вӗсем туй та кӗрлеттерсе ирттерӗç.
Малтанхи ҫулсенче ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пурӑнсан та, каярахпа вӗсем урӑх вырӑнта, уйрӑм ҫурт туса лартаççӗ. Пӗр-пӗрин хыççăн ывăлӗсем: Динар, Ильдар тата хӗрӗ Гузель çут тӗнчене килеççӗ. Ялта ҫуралса, ӗçпе пиçӗхсе ӳснӗ Дамирпа Наиля ачисене те çакăн пек воспитани параççӗ. Кашнине вӗрентеҫҫӗ, ывăлӗсем ҫар службинче кайса килеççӗ, виҫҫӗшне те ура çине тăратаççӗ. «Улми йывăççинчен аякка ӳкмест», – теҫҫӗ вӗт. Ачисем те хăйсем пек сăпайлă, пултаруллӑ, тăрăшуллă пулса çитӗнеççӗ.
Дамир авланичченех районти ҫыхӑну центрӗнче (почтӑра) ӗҫлеме пуçлать тата тивӗçлӗ канăва тухичченех çакăнта тӗрлӗ ӗçсем пурнăçлать – организаци ертӳҫи, ертӳҫӗн çумӗ те пулать. Мӗнле кăна ӗҫе тытăнсан та вӗçне çитерсе пурнăçлать. Пӗр вӑхӑтра Наиля та унпа пӗрле ҫав коллективра ӗҫлет. Коллектив пысăк, хисепе тивӗçлӗ аслă çулсенчи ӗçченсемпе пӗрле, тату пурăнаççӗ, уявсене лайăх ирттереççӗ, районти общество ӗҫӗнче хутшӑнаççӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, ырми-канми, чыслă ӗҫлеҫҫӗ, республикӑпа район ертӳҫисен пысӑк хисепне те çакăнта тивӗçлӗ пулаççӗ.
Вӑхӑт хӑвӑрт иртет – килтен ӗҫе, ӗҫрен киле çӳресех, ӗмӗр иртсе кайнине сисмесӗрех юлатăн иккен, халӗ кăна пурăнма пуçланă пекчӗ, пăхсан – çур ӗмӗр иртнӗ...
Ҫапах та ӳкӗнӗçлӗ мар, мӗншӗн тесен вӗсем халӗ те пӗрле вӗт! Тӗрлӗ тӗслӗ чечексем хушшине ларакан ҫурчӗ, пахчаçимӗç, улма-ҫырла ӳстереççӗ, мунча хутам тесен мунчи, картиш тулли чăх-чӗп. Тирпейлӗ пӳртре яланах тутлă çимӗç пиçсе, ырӑ шӑршӑ сарăлать.
– Ачасем, кӳршӗсем, тӑван-хурӑнташсем килсех тăраççӗ. Эпир хамӑрӑн ҫичӗ мӑнукăмăршӑн савӑнатпӑр, аслă çулсенче пулсан та кӗлӗ вуласа, хушнисене пурăçласа пурăнма Турă пулăшрӗ, – тет Наиля аппа, пянхи пурнăçпа кăмăллă пулнине пӗлтерсе.
– Пурне те çӗнсе илес, хӑвна телейлӗ туяс тесен, санӑн мӗн пуррипе ҫырлахмалла, Турра тав тумалла, тăнăç чун-чӗрепе, хӑвӑн пурнӑҫа юратса, пурăнас пулать, сапăр пулмалла, – тет вӑл.
50 ҫул пӗрле пурӑннӑ Шарафутдиновсен телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ те çакăнта – сапăрлăх тата ӗҫре пулнинче.
Нет комментариев