Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Шăнса чирлесен

ОРВИ тата грипп чирĕсемпе кĕркунне тата хĕлле чирлеме пулать, мĕншĕн тесен çынсем хупă пӳлĕмсенче ытларах вăхăт ирттереççĕ, пĕр-пĕринпе хутшăнăва кĕреççĕ.

Вируссем пĕр çынран теприне «сывлав зони» текен вырăнта, çынсем пĕр-пĕринчен 90-100 метрта чухне, куçаççĕ.
Тепĕр сăлтав — вируссене сыхланса юлма кăна мар, сывлăшра ытларах та пурăнма май паракан нӳрĕ. Сивĕ уйăхсенче хĕвел çути çитменни те пирĕн иммунитета начар витĕм кӳрет.

Шăнса пăсăлсан мĕн тумалла?

Чăн малтан килте юлăр. Килте пулни инфекцие çăмăл ирттерме, ыттисене вирус сарăласран хӳтĕлеме пулăшĕ. Çивĕч инфекци чирĕсем хăвăрт сарăлаççĕ. Чирлекенсем чирĕн малтанхи иккĕ-виççĕмĕш кунĕнче тата паллăсем палăриччен пĕр кун маларах ыттисене чирлетме пултараççĕ. Çынсем йышлă çӳрекен вырăнсенчен, обществăлла транспортпа усă курассинчен сыхланма тăрăшăр. Çапла майпа эсир ытти çынсене чир ертмĕр.
Канăр. Ыйхăпа вырăн режимĕ часрах сывалма пулăшĕç, йывăрлăхсем сиксе тухас хăрушлăха чакарĕç. Шĕвĕ те усăллă апат ытларах çийĕр, ĕçĕр. Сывлăша нӳрлетмелли хатĕрсемпе усă курăр. Хăвăра хăвăр сиплеме кирлĕ мар!

Шăнса пăсăлас мар тесен ăшăрах тумланмалла-и?

Çанталăк мĕнле тăнине шута илсе тумланмалла. Ытла шăрăх е сивĕ пулмалла мар. Сывлăхлă çыннăн ӳт температури — 36,6 градус. Енчен те вăл 35-рен аяларах анать пулсан, çын хытă шăннине, чирлеме пултарнине пĕлтерет. Чăн малтан шăнса пăсăлнă хыççăн аталаннă чирсем — ринит, çивĕч инфекцисем, ангина, цистит, отит; йывăр чирсем — пневмони, пуç мимин ĕçĕ пăсăлни, инфаркт, инсульт тата ытти те.

Гриппа ытти вируссенчен мĕнле тухăçлă хӳтĕленмелле?

Ятарлă профилактика вăл — вакцинаци. Пирĕн çĕршывра çынсене грипран иммунизаци ирттереççĕ. Медицина вирусологийĕ ик çĕр ытла шутласа кăларнă вирусран вакцина çуккине палăртать. Организма медицина эмелĕсемпе, гриппа ОРВИ профилактикин правилисене пăхăнсан хӳтĕлеме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев