Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Шанма юраман лару-тăру та пулать

Мошенниксем кунран-кун иртӗхсе пыни пӑшӑрхантарать. Вӗсен «серепине» паян ҫамрӑксем те, аслă çулсенчисем те лекеҫҫӗ.

 

Ултавҫӑсем ытларах чухне телефон урлă ӗҫлени пуриншӗн те паллӑ. Вӗсем кирек кам: банк ӗçченӗнчен пуçласа полици, прокуратура, следстви комитечӗ, газ, электричество службин, патшалӑх ӗçченӗ тесе хăйпе паллаштарса, калаҫакан ҫын шанӑҫне ҫӗнсе илеҫҫӗ.

Яланхиллех çул-йӗр-транспорт инкекӗсене шухӑшласа кӑларса хӑратаҫҫӗ. «Сирӗн ывӑлӑр аварин сӑлтавӗ пулса тӑчӗ. Проблемӑна вырӑнта татса парас тесен, палӑртнă пӗр суммăпа укҫа ярӑр», – тесе шӑнкӑравлаҫҫӗ вӗсем. Ашшӗ-амӑшӗсем вара, хӑйсен ачисем патне шӑнкӑравлас вырӑнне, çав суммăпа укҫине илеҫҫӗ те банкомат патне чупаҫҫӗ.

Юлашки вӑхӑтра банк карттисемпе ҫыхӑннӑ смс-пӗлтерӳсен пулăшăвӗпе улталаннă фактсем те пулчӗç. «Сирӗн карттӑна вӑхӑтлӑха вăйран кăларнă. Тӗплӗнрех пӗлес тесен, çав-çав номерпе шӑнкӑравлӑр, е тата сирӗн ятӑрпа «кредит илнӗ» текен пӗлтерӳ яраççӗ. Ҫын, банка шӑнкӑравламасăр, кӑтартнӑ номера пухать. Ҫапла вара карточка ҫинчи мӗнпур укҫана ҫухатать.

Ӗлӗкхи схемӑсем ӗҫлеме чарӑнсан, мошенниксем ҫӗнӗрен те ҫӗннине шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Мошенниксен «серепине» Интернет сетӗнче те лекме пулать. Яланхиллех, ултавҫӑсем тӳлевсӗр пӗлтерӳ сайчӗсем урлӑ укҫа вӑрлаҫҫӗ.  Пӗр-пӗр тавар туяннӑ чухне, укҫана куҫариччен, тавара пӑхса тухмалла е кампа та пулин тӗл пулса калаçмалла. Уйрӑмах хаклӑ япаласем туяннӑ чухне!

Районти шалти ӗҫсен пайӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа мошенниксен серепине темиҫе ҫын лекме ӗлкӗрчӗç.  Ҫавӑнпа полици ӗçченӗсем ют номерсенчен шӑнкӑравлакансемпе асӑрхануллӑрах пулма чӗнсе калаҫҫӗ.

Çичӗ хут виҫсе пӗр хут каснă пек, ют номерсемпе шӑнкӑравлакансене, палламан ҫынсене, пӗлтерӳсене ан ӗненӗр! Телефонпа шăнкăравлакан çын шиклӗ туйăнать пулсан, малтан информаци тӗрӗс пулнине тишкерӗр, е 02 е 2-20-45 телефон номерӗпе полицие шӑнкӑравлăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев