Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Шанчăклă çынсемпе пурнăçра та аван

«Çыннăн телейлě хăй çумěнчех çӳрет»

«Çыннăн телейлě хăй çумěнчех çӳрет», тени тěрěсех пуль çав. Акă, Василий Натюнов пурнăçě те çакна çирěплетсе парать. 

Хулаçырми ялěнче пурăнакан Геннадий Васильевичпа (1970 çулта) Тамара Васильевна (1972 çулта) Натюновсен çемйинче хӗрпе (Ирина, 1993-мӗш çулхи) ывăл (Вася, 1995-мӗш çулхи) çуралса ӳснě. Геннадийпа Тамара иккěшě те мěн колхоз пěтиччен унта вăй хунă, ачисене ура çине тăма пулăшнă.

Василий те, аппăшě пекех, çирěп те тěреклě пулса çитěннě. Иккěшě те тăван ялти шкулта пěлӳ илнě. Мěн ачаран, ашшěпе амăшне курса, ěçе хăнăхнă. Вася шкулта вěреннě хушăра 1-8 классенче питě аван вěренет, вăл «4» тата «5» паллăсемпе ашшě-амăшне савăнтарать. Каярахпа вара, аслă классенче, унăн чěрěк отметкисенче пěрер «3» тухма пуçлать. «Кăштах сахалтарах вěренме пуçларăм пуль çав, хама пысăк çын тесе шутларăм-тăр», – тет Вася. Шкулта вěреннě хушăра вăл спорт вăййисенче хутшăнма юратать. Малтанласа ирěклě енпе кěрешессипе интересленет, каярахпа пилěке çыхса кěрешме пуçлать. Ун хыççăн вăл тěрлě ăмăртусенче хутшăнса, малти вырăнсене те çěнсе илет. Унсăр пуçне, Вася мěн ачаран хоккейла та выляма юратать, ăмăртусенче хутшăнса самаях ял командишěн вăй виçнě. Килте унăн Хисеп хучěсемпе медальсем халě те уçăмлă вырăнта сыхланаççě.

Шкултан вěренсе тухсан, салтака тухса каять. Вěсене чи малтан Псков хулине вěрентӳ çар чаçне илсе каяççě. Ултă уйăхран вěренӳ шкулне пěтерсе крановщик специальноçне илнě хыççăн ăна Серпухово-15 сывлăш-космос çарěсен чаçне куçараççě. Рядовой салтак Василий Натюнов автомобиль ротинче аслă крановщик пулса хěсметре тăрать. Хальхи пек астăвать хăйěн командирне те, вăл – аслă лейтенант Петруков. Пуринчен ытла Василий хамăр район çыннипе, вăл лекнě çар чаçěнче службăра тăракан офицер-капитанпа Р.В.Мердеевпа (ун чухне вăл капитан званипе пулнă) паллашнине питě лайăх ас тăвать. Çак тӗлпулу капитанпа Р.Мердеевпа, майорпа Н.Филипповпа автомобилистсен паркěнче нарядра тăракансене тěрӗслеме килсен пулса иртнě. «Сирěн хушăра чăвашсем пур-и?» тесе ыйтать капитан. «Пур. Эпě чăваш», – тет Василий. Унтан калаçса кайса, Василий хăй ăçтан иккенне каласа парать, капитан та ăçтан килнине калать, çапла вара вěсен хушшинче туслăх çуралать.

Василий Геннадиевич 2015 çулхи июнӗн 21-мӗшӗнче çар службине пěтерсе тăван килне таврăнать. МЧСа 114-мěш пушарпа çăлав чаçӗнче пушар сӳнтерекен пулса ěçлеме пуçлать. Мěн ачаран ěçпе пиçěхнě йěкěт ěç йывăр пулсан та, кěске вăхăтрах çӗнӗ ӗçӗн кăткăсӗсене алла илсе, йывăр самантсене çӗнтерме вěренет. 

Хальхи вăхăтра пушар сӳнтерекен чи хăрушă профессисенчен пěри шутланаса тăрать. Çавăнпа та пуль çăлавçă-пушар сӳнтерекенӗн паттăр профессине хисеп туса, 1999 çулта Пушар хуралěн кунне апрелěн 30-мěшěнче паллă тăвакан пěтěм патшалăх уявěн статусне кěртнě. Хăй пурăннă çулсенче Раççей пушар хуралě пысăк çул иртнě. Паян вăл вăхăтпа опыт йěркеленнě, вут-çулăмпа кěрешмелли лайăхлатнă тытăм, унăн ěçěн никěсěнче пирěн пек çынсен кун-çулě тăрать. Ахаль паттăр каччăсем, хитре кулăллă, уçă чěреллě – акă çăлав ěçěн хальхи персонажěсем (çыннисем). Вěсем смена хыççăн тăванěсемпе çывăх çыннисем патне таврăнассине, кун мěнле вěçленисене пěлмесěр, çěршыв çынсен умěнче хăйсен служба тивěçне куллен пурнăçлаççě.
Пушар сӳнтерекенсем- çăлавçăсем вěсем пурте ахаль геройсем кăна, унсăр пуçне тата тěлěнмелле çынсем те. Анчах чăн-чăн çăлавçă пулас тесен,  пěр ěмěт кăна сахал, унпа пěрле тата хăнăхусемпе пахалăхсем те пулмалла. Вěсене дисциплина пысăк шайра пулни тата вăй-хал, чăтăмлăх, çаврăнăçуллăх, васкавлă лару-тăрура хăвăрт йышăну тума пултарни, çавăн пекех командăра килěштерсе ěçлеме пěлни те кирлě иккен.  Сăмахран, çăлавçă-пушар сӳнтерекенсем пушара тухма яланах хатěр, тревогăпа пухăнма хуралăн пěтěм личнăй состава питě кěске вăхăт уйăраççě – 40-50 çекунт. Çак хушăра вěсен ятарлă боевой тумтир тăхăнмалла, машинăсем çине хăйсен вырăнěсене йышăнмалла, диспетчертан пушар адресне илсе вăхăтра сӳнтермелли вырăна тухса каймалла…

«Нумайăшě пушар сӳнтерекенсене паттăрсемпе танлаштараççě. Эсě вара мěнле шутлатăн?», – тесе ыйтсан, Василий çапла хуравларě: «Чи малтанах – ку пирěн кулленхи ěç. Иккěмěшě – вут-çулăмпа кěрешнě чухне паттăрлăх пирки никам та шухăшламасть. Пурте пěрле кар! тăрса, çынсен сывлăхне, кил-çуртри япаласене, çурт-йěре, выльăх-чěрлěхе сыхласа хăварма тăрăшатпăр. Тепěр енчен пăхсан, шухăшласан, тěрěс те кашни пушар сӳнтерекен хăйне майлă герой, мěншěн тесен пур çын та вут-çулăм ăшне кěрейместь-çке, эпир вара – кěретпěр. Чăнах та, пушар сӳнтерекен хăйěн пурнăçне шеллемесěр ыттисене çăлма тăрăшать, кун пекки пушарта час-часах пулать. Сăмах май çакна та каласа хăварас килет, пирěн пушар чаçěнче пурте туслă, пěр-пěрне пулăшма яланах хатěр, хăйсен ěçěсене юратса пурнăçлаççě». 

2018 çулта çуллахи уяр кунсенче юратнă сар хěрпе Зояпа çемье çавăраççӗ. Василий Зояпа салтака кайичченех паллашнă-ха. Вěсем Аслă Аксу ялěнче, юлташне  Петяна хěсмете ăсатнă чухне  тěл пулнă. Вěсен халě ывăл ача –  Степан ӳсет.
Пурнăç малалла шунă май, халě Василий тěрлě пуçлăхсемпе ěçлеме тӳр килнине аса илет. «Пěр вăхăтра ěçрен тухма та шут тытнăччě», – тет вăл. «Юрать-ха, ман телее пирěн пата ěçлеме çěнě пуçлăх килчě. Вăл ман салтакри тус-офицерăн шăллě иккен. Руслан Витальевича лайăх пěлнěрен Александр Витальевич та лайăх çын иккене пěлсех çак ěçрех юлма шутларăм. Шанчăклă çынсемпе ěçре те, пурăнма та аван. Вăл пире ěçре те, йывăрлăхсенче те пулăшма тăрăшать. Кирлě пулсан пиртен çирӗп ыйтма та пултарать», – терě вăл савăнăçлă пит-куçпа.

Василий Натюнов вăхăта ахаль ирттерме юратмасть. Пушă вăхăтсенче вăл автомашинăсене юсама юратать, вěсене çуса, тирпейлесе,  пăхса кăна тăрать. Унсăр пуçне пулла çӳреме килěштерет. Вăл  çěр çинче вăрçăсем ан пулччěр, тет. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев