Шамиль Вильдановӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ Ҫӗпрел районӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ
Ырă ӗç ҫӗр ҫинче выртмасть
Шамиль Вильданов нумай ҫул хушши тӑван енӗн тата унӑн халӑхӗн ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлет. Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьере улттӑмӗш ача пулса ҫут тӗнчене килет. Ашшӗ Ахмадулла пичче икӗ вӑрҫӑра хутшăнать.
Юлашки вăрçăра аманса, демобилизаципе килне таврӑнать, Тӑван ене таврӑннӑ хыҫҫӑн фронтовика Упи участок больницин хуҫалӑх заведующийӗ пулма палăртаççӗ. Шамиль Вильданов та Упи ялӗнче ҫуралать. 1946 ҫулта вӗсем каллех тӑван ялне, Ҫӗнӗ Кахăрла куçса каяççӗ.
Ҫичӗ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Шамиль колхозра ӗҫлеме пуҫлать. Пӗр вӑхӑтрах каҫхи шкулта вӗренет. Унтан Ульяновскри ремесленнӑй училищӗне вӗренме кӗрет, шоферпа тракторист удостоверенине илет, ҫавӑн пекех, слесарь-ремонтник специальноҫне алла илет. Унтан тӑван ялне таврӑнса колхозра тракторист пулса ӗҫлеме пуҫлать. Малалла вӗренсе механик специальноҫне те илет. Ҫӗнӗ тата Кивӗ Кахăрлă ялӗсем хушшинче туса лартнӑ кирпӗч заводне механик пулма палăртаççӗ. Ҫак ҫулсенче кирпӗч заводне юсаса ҫӗнетеççӗ. Пур ӗҫе те автоматизацилеҫҫӗ, ҫӗнӗ пресс-кӑмакасем хута яраҫҫӗ.
1976 ҫулта Шамиль Ахмадуллович «Алга» колхозăн главный инженер пулса ӗҫлеме пуçлать. Ку ӗҫе вӑл 1987 ҫулччен йышӑнса тăрать. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна шкулта ӗҫ занятийӗсем енӗпе вӗрентекен пулма сӗнеççӗ. Ку ӗҫе те питӗ кăмăлласах пуçăнать.
90-мӗш ҫулсенче Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗнче «Тан» колхоз йӗркелеççӗ. Шамиль Ахмадулловича ял ҫыннисем ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ «Тан» колхозăн председателӗ пулма суйлаççӗ.
Палӑртса хӑвармалла, Шамиль Ахмадуллович кирек мӗнле ӗҫе пуçăнсан та, вăл ҫын ӗҫне хисеплет. Çӗнӗ Кахӑрлӑ ҫыннисем ҫакӑншӑн та ăна лайӑхпа ҫеҫ аса илеҫҫӗ. «Вӑл çынна пулăшма хатӗр ертӳçӗччӗ», — теҫҫӗ вӗсем. Тӳрӗлӗх пек пахалӑхсемпе вӑл кашнин чӗринче вырӑн йышӑнать. Ҫакӑ ӑна Çӗнӗ Ишлӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулма палăртнă хыççăн та питӗ пулӑшать. Çӗнӗ Ишлӗ ял тӑрӑхӗн йышӗнче виҫӗ ял пур: Ҫӗнӗ тата Кивӗ Ишлӗ, Çӗнӗ Кахăрлă. Ҫак ялсенче пурӑнакансем Шамиль Ахмадулловича сассине нихҫан та хӑпартман, питӗ ҫепӗҫ, йывӑр лару-тӑруран тухмалли çул-йӗрсене тупма пӗлекен ҫын пулнă май та пӗлеҫҫӗ.
Тӗрлӗ ҫулсенче Шамиль Ахмадуллович тӗрлӗ ведомствӑсемпе службӑсен Хисеп грамотисемпе наградӑланать. 2022 ҫулта ăна Ҫӗпрел районне йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитнине медальпе наградӑлаççӗ.
Мăшăрӗпе Гульсина аппапа пӗрле вӗсем виҫӗ ывӑл пӑхса ӳстерчӗç, вӗсене тивӗҫлӗ пӗлӳ илме тата пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшрӗç. Шамильпе Гульсина Вильдановсем 49 ҫул пӗрле пурăнаççӗ.
Гульсина аппа пенсие тухичченех Ҫӗнӗ Кахăрлă шкулӗнче ӗҫлерӗ. Шел те, виҫӗ ҫул каялла Гульсина аппа йывӑр чиртен сывалаймасăр вилчӗ. Вӗсен ултӑ мӑнук пур.
Шамиль Ахмадуллович тивӗҫлӗ канура пулсан та, ахаль лармасть. Вӗлле хурчӗсем пур унăн, чӑх-чӗп усрать.
Юбиляра ҫуралнӑ кун тӗлне унӑн ачисем, мӑнукӗсем, тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем, кӳршисем саламлама килнӗччӗ. Район центрӗнчен эпир те килнӗччӗ: эпӗ — унпа пӗр ял ҫынни, çав вăхăтрах редакци журналисчӗ; район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин; районти ветерансен совечӗн ертӳçин çумӗ Рустам Хамидуллин; Çӗнӗ Ишлӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Радик Мухаметзянов; Çӗнӗ Кахăрлă пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулăн директорӗ Шамиль Абдрахманов.
80 ҫулхи юбилей ячӗпе Шамиль Ахмадуллович саламлӑ открыткӑсем, тав ҫырӑвӗсем, парнесем йышăнса илчӗ.
Халăх хушшинче «Ырă ӗç ҫӗр ҫинче выртмасть» текен каларăш çӳрет. Çакăн пӗлтерӗшӗ, çынна ырă туни ырăпа таврăнни пулать те пулӗ, тесе ăнланатăп эпӗ. Шăпах Шамиль Ахмадуллович тӗслӗхӗнчи пек...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев