Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

Салтаксен вилтăприсем мӗнле шайра?

Ыр кăмăллăх акцийӗ

Районти вăрçă юхăмӗн ветеранӗсем «Салтаксен вилтӗприсен енӗпе» тесе ят панă патриотла кӗрхи ниме-акци йӗркелерӗç. Хальхи мероприяти вăхăтӗнче, «хӗрӳ точкăсенче» вилнисен вилтӑприйӗсене тирпейлессиччӗ тата ыттисене ҫак сăваплă ӗҫе явӑҫтарма палӑртассиччӗ.

Мероприятийӗн пӗрремӗш кунӗсенче воин-интернационалистсем Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗпе Рамиль Низамовпа тата Афганистанра вилнӗ салтаксен тӑванӗсемпе пӗрле Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи масар çинче пулчӗç. Салтаксен вилтăприсене тирпейлесе, чечексем хучӗç.

Виктор Петухов, Ирек Яфизов, Альберт Сулейманов, Николай Быков тата  Наиля Нуруллова Мучелей ял каччин Румыл Рафаилович Замалетдиновӑн вилтăприне те кайса пăхса килчӗç. Рафаиль Замалетдиновăн иккӗмӗш ывӑлӗ Рестем, тетӗшне пытарнă хыççăн, хăйӗн ирӗкӗпе Афганистан Республикине службӑна каять. Кӑҫал вара вӑл тетӗшӗн вилтӑпри ҫине ҫӗнӗ палăк лартнă тата тимӗр картапа çавăрса илнӗ.

Воин-интернационалистсем пӗлтернӗ çак акцие районти шалти ӗҫсен уйрăмӗн ӗçченӗсем те кăмăлласах хутшăнчӗç. Мӗншӗн тесен вӗсен хушшинчен те çар тивӗçне пурнăçланă чухне вилнисем пур. Чечняра террора хирӗҫ кӗрешекен операци вӑхӑтӗнче Шатăршан ялӗнчен милиционер-водитель Ильмас Нуртдинов вилнӗ. «Хӑюлӑх» орденне тивӗçлӗ пулнă  ентешӗмӗрӗн вилтӑприне те мероприяти пынă вăхăтра тасатнă.

Шел пулин те, вилтӑприсенчен нумайӑшӗ тимлӗх ыйтать. Ҫавна май, воин-интернационалистсен ветерансен организацийӗ район ҫыннисене, ҫавӑн пекех, салтаксен тăванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене вилтăприсене палăртма, тасатассишӗн субботниксенче хутшӑнма чӗнсе калать.

– Пирӗн ку ӗҫ пӗр кунлӑх акци пулса кăна ан юлтăрччӗ, – тет салтак-ветерансен организацийӗн ертӳҫи Виктор Петухов. – Мӗншӗн тесен вилтӑпри – ӗмӗрлӗх ҫурт вӗт. Кил-ҫурт хӑй çине мӗнле тимлӗх ыйтать пулсан, вилтăпри те ҫавӑн пекех. Ӑна тытса илмелле, решеткисене тӳрлетсе, сӑрласа та тăмалла. Салтаксен вилтӑприсем манăçа ан тухчăрччӗ, вилӗме вӗсем хӑйсен кӑмӑлӗпе ыйтса илмен вӗт...

Вăрçă юхăмӗнче пуҫ хунӑ ветеранăн мăшăрӗ Наиля Нуруллова та ыркăмăллăх ӗҫӗн  активисчӗ.  Ватăсен декадинче вӑл вилнӗ афганецсен амăшӗсене апат-ҫимӗҫ пуххи панă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев