Салтаксем патӗнче
Районти ертӳҫӗсем Ногинскри ҫар чаҫне кайрӗç
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин çумӗ Айрат Залялов, Пӑвапа Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин составӗнче Ҫӗпрел районӗн делегацийӗ Мускав облаҫӗнчи Ногинск хулинчи ҫар чаҫӗнче пулса таврăнчӗç.
Ногинск хулинчи çак ҫар чаҫне пирӗн район шефа илнӗ. Районти ертӳçӗсем те ҫулталӑкра икӗ хутчен чаҫа кайса, салтаксен лару-тӑрӑвне пӗлме, командирсемпе курса калаçма ҫӳреççӗ. Ҫар чаҫӗнче паянхи кун Ҫӗпрелӗн 17 каччи çар службинче тăрать.
Район ертӳçисем салтаксем патне пушӑ алӑпа каймаççӗ – хӑйсенчен те парнесем, ашшӗ-амӑшӗнчен те парнесем илсе каяççӗ.
Районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин çумӗ Айрат Залялов каланӑ тӑрӑх, ҫар чаҫӗнче Çӗпрел çыннисен уйрӑм музей кӗтесне йӗркеленӗ. Паянхи куна вӑл тӗрлӗ экспонатсемпе пуянланать.
Салтаксем службӑра нимӗнле йывӑрлӑх та пулманни, яланах ашшӗ-амӑшӗпе калаҫса тăни, пурӑнмалли тата служба условийӗсем лайӑх пулни çинчен пӗлтернӗ.
– Районăн каччисемпе эпир уйрӑммӑн тӗл пулса та калаçрăмăр. Тӑван еншӗн тунсӑхлатпӑр, терӗҫ вӗсем. Хӑш-пӗрисен каялла таврӑнмалли вӑхӑт та ҫитет ӗнтӗ. Командирсем те пирӗн каччăсен дисциплинипе питӗ кӑмӑллӑ, тӑрӑшуллӑ пулнине палӑртрӗҫ, – тет Айрат Залялов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев