Салтаксем
Çулсерен районтан Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ретне темиҫе теҫетке ытла каччăна çар службине илеҫҫӗ. Çак страницăра Çӗпрелӗн салтак-каччисем çинчен çырнă статьясем
Ракетчик – Алмаз
Гульсина Загитовна тата Эльмас Мансурович Насыбуллинсен ҫемйинче çуралса ӳснӗ, Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илнӗ Алмаз Насыбуллин ҫар службинче – ҫӗршывӑмăр тăнăç пултăр тесе элита чаçӗнче, ракетчик пулса, тивӗçне пурнăçлать.
Алмаз салтака кайиччен Ульяновскри патшалӑхăн политехника университетӗнче малтан бакалавр, унтан магистр уйрӑмӗсенче вӗренсе, тӗплӗ профессие алла илчӗ. Аслӑ пӗлӳллӗ пулни те ҫак чаҫа лекме пулӑшнӑ каччăна. Сӑмах май çакна та калас пулать, çак ракета расчечӗн чаçӗнче районтан теçеткерен ытла каччă служить тăвать.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов:
– Район ертӳçи каччăсем служить тăвакан Ногинскри ҫар чаҫӗпе ҫыхӑнура тăрать. Пирӗн районăн каччисем мӗнле служить тунипе хамăр та яланах интересленсе тăратпăр. Часть командирӗсем пирӗн ентешсен службипе кăмăллă пулнине пӗлтереççӗ, ашшӗ-амӑшӗсене тав сӑмахӗсем пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Рядовой Алмаз Насыбуллинăн ашшӗ-амӑшне часть командованийӗнчен килнӗ Тав ҫырӑвӗ çакна çирӗплетет. Унта ывӑлӗ йӗркеллӗ, тавçăруллă тата сыхӑ ҫар ҫынни пулни ҫинчен каланӑ, тав сӑмахӗсем пӗлтернӗ.
Булат Шарапов – тӗслӗхлӗ салтак
Рядовой Булат Шарапов, «Раҫҫей Гвардийӗ» подразделенинче тӗслӗхлӗ салтаксенчен пӗри шутланать.
Булатăн ашшӗпе амăшӗ Альфия Расыховнапа Шафкать Закирович Шараповсем Кивӗ Сатуркка ялӗнчен. Ҫемье çавăрса, район центрне килсе вырнаçнăранпа та тăватă теçетке çула яхăн вăхăт иртнӗ. Шафкать хӑй районти потребительсен обществинче (райпо), ӗлӗкхи «Сельхозхимийӗн» районти пӗрлешӗвӗнче нумай çулсем хушши шофер пулса ӗçлерӗ, ӗçре малта пыркансенчен шутланчӗ. Мăшăрӗпе вӗсем икӗ арçын тата пӗр хӗрача воспитани парса ӳстерчӗç, ачисем те вăтам шкула лайăх паллăсемпе вӗçлерӗç.
Пӗрремӗш ывӑлӗ Радмил ял хуҫалӑх институчӗн экономика факультетне вӗçлесе, диплом илсен, ҫарта десантник пулса служить тăвать. Пур енчен ӗлкӗрекен, хăйне çирӗплетнӗ ҫар техникине лайăх алла илнӗшӗн сержант званийӗ те пачӗç. Çамрăкранах, ашшӗ-амăшӗн те пӗртăванӗсем салтак службинче пулса ӳкерӗннӗ сăн ӳкерчӗксене курса ӳснӗ Радмил та, Булат та вӗсем пек пулас тесе тăрăшса ӳсрӗç. Мӗншӗн тесен амăшӗн пӗртăванӗсем: Насих – ҫар морякӗ, Набиулла – десантник, Закиулла – шофер, Забихулла (Замалетдиновсем) пограничниксем пулса служить тăваççӗ. Ашшӗ Шафкать – моряк, унӑн пӗртăван пиччӗшӗсем Фаргать – прапорщик, Рафаэль, Альфат, Рамиль тӗрлӗ çарсенче хăйсен таса тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫларӗç.
Булат та Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнчен 9 класс вӗçлесе, вӗренӗвне Ульяновск хулинчи авиаци колледжӗнче малалла тăсать. Кунта тӑватӑ ҫул хушшинче «Машиностроени технологӗ» текен професси алла илсе тухрӗ. Дипломлӑ специалист малтанах, ҫарта служить тăвассине тӗллев туса хучӗ. Ҫар комиссариатӗнче призыв комиссийӗнчен хăйне Раҫҫей Хӗҫ-Пӑшаллӑ вӑйӗсен «Раҫҫей Гвардийӗ» пек çирӗп те яваплӑ подразделенине службӑна яма ыйтать. Паллах ӗнтӗ, сывлӑхлӑ, мораль тӗлӗшӗнчен ҫирӗп, этеплӗ йӗкӗтӗн ыйтӑвӗ пурнӑҫланнӑ. Иртнӗ çулхи декабрь уйăхӗнчен пуҫласа вӑл çак ҫар службинче.
Тӑван çӗршыва хӳтӗленӗ çӗрте тӗслӗхлӗ служить тăвакан ывӑлӗсемпе чӑн-чӑнах мухтанма пултараççӗ. Шараповсем. Булат служить тăвакан «Раççей Гвардийӗ» подразделенийӗн командирӗ алӑ пуснӑ Тав çырӑвӗнче те çакăн пек мухтаса çырнă йӗркесем пур.
«Тăван ене хӗрӳллӗ салам»
Хăçан-тăр Культура çурчӗн сцени çинче, Сабантуй, «Созвезди-Йолдызлык» тата нумай кăна район, республика шайӗнчи мероприятисенче хутшăннă каччă, талантлă юрăç, Кивӗ Кахăрлă каччи Ранис Алиев паянхи кун Тăван çӗршыв умӗнче çар тивӗçне пурнăçлать.
Вăл çара тухса кайнăранпа ҫур ҫула яхӑн вăхăт иртрӗ. Ҫак кунсенче вӑл, социаллă çыхăну урлă, тӑван енӗпе – Ҫӗпрелпе, тăван ялне хӗрӳллӗн саламласа, Воронежра хӑйӗн службине малалла тӑсасси ҫинчен пӗлтерчӗ.
Тӑван шкулӗнче пӗлӳ илнӗ хыççăн, Ранис Хусанти энергетика колледжне вӗренме кӗнӗччӗ. Каярахпа электромонтажник специальноҫне те алла илет. Иртнӗ çул декабрь уйӑхӗнче ҫар службине каять тата 6 уйӑх вӗренӳре пулать. Ҫак вӑхӑт хушшинче вăл профессийӗсене тата та нумайлатать, связист ӗçне алла илет.
Тӑрӑшулӑхӗпе уйрăлса тăнă пирки район каччи ефрейтор званийӗ илнӗ. Ҫарти службине командирӗсем лайӑх енчен кӑна хакланӑ, амӑшне Фанзия аппана Тав ҫырӑвӗ янă.
Ранисăн çарти ҫитӗнӗвӗсемшӗн эпир чун-чӗререн савӑнатпӑр тата 6 уйӑх службӑна тӗслӗхлӗ пурнăçласа, тӑван енне ырă-сывă таврӑнма сунатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев