Салтака каяççӗ каччăсем: Ҫӗпрел районӗнчен 33 каччă салтак тумӗ тăхăнӗ
П.В.Дементьев ячӗллӗ паркра призывниксене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатмалли мепроприяти пулчӗ.
Эрне пуҫламӑшӗнче Аслӑ Аксу ялӗнчен Станислав Абдюшев, Чӑваш Паснапуç ялӗнчен Максим Герасимов, Тутар тата Алешкин-Саплăк ялӗсенчен Владимир Горбуновпа Денис Фадеев, Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнчен Анатолий Кочуров, Никита Годунов Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен ретне службӑна кайрӗҫ.
П.В.Дементьев ячӗллӗ паркра призывниксене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатмалли мепроприяти пулчӗ.
Пулас салтаксене район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн тата хăйӗн ятӗнчен саламласа, Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳçин çумӗ Айрат Залялов тухса калаçрӗ.
«Паян эпир хамӑр ачасене, черетлӗ хут, Раççей ҫарӗн ретне ăсататпăр, вӗсем хӑйсен кӗçӗн Тӑван ҫӗршывне чапа кӑларасса, аслашшӗсен, ашшӗ-амӑшӗсен мухтавлӑ ӗҫне малалла тӑсасса шанатпӑр. Ҫӗпрел ҫыннисем службӑра тӑракан чаҫсен командирӗсенчен эпир темиҫе хутчен те Тав ҫырăвӗсем илтӗмӗр, вӗсем ҫинчен яланах ырӑ сӑмахсем ҫеҫ илтетпӗр. Сире те вӗсен тӗслӗхӗпе Тӑван çӗршывшӑн чыслăн служить тума сунатӑп, сирӗн аҫӑр-аннӗрсем те, пирӗн те, ентешӗрсен сирӗн çитӗнӗвӗрсемпе мăнаçланса кăна тăмалла пултăрччӗ! Ырӑ ҫул пултӑр сире!» – терӗ вӑл.
Призывниксене Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров ăшă сăмахсем каласа, ҫар службинче пулни – Тӑван çӗршыв тата халӑх умӗнчи кашни ҫамрӑк ҫыннӑн таса тивӗҫӗ, терӗ.
Унтан пулас салтаксене район пуҫлӑхӗн ячӗпе асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев