Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Салтака каяççӗ каччăсем

П.В. Дементьев ячӗллӗ ҫар техникин паркӗнче пӗрремӗш ушкӑна салтака ăсатмалли мероприяти пулчӗ

Кăçалхи кӗрхи призывра Раççей Хӗç-пăшаллă вăйсен ретне Çӗпрелӗнчен 35 каччăна салтака илӗç.

Ильназ Мингалиева (Çӗнӗ Ҫӗпрел), Вадим Желудкина (Чӑваш Ишлӗ), Геннадий Изендеева (Çӗнӗ Йӗлмел), Андрей Айкина (Аслă Аксу), Сергей Скорнякова (Упи), Ранис Хисматуллина (Çӗнӗ Кахăрлă) тата Петр Храмова (Хулаҫырми) çар службине ăсатма ашшӗ-амăшӗсем, тусӗсем тата çывăх çыннисем килнӗччӗ. Традици енӗпе Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе çумӗ, запасри медицина службин капитанӗ Айрат Залялов çар службине чӗнтернисене саламлă сăмахсемпе чӗнсе каларӗ.

– Патшалӑх сире Тӑван çӗршыва хӳтӗлес ӗçе шанса парать. Ку, паллах, сирӗншӗн пӗрремӗш çирӗп сăнав. Ăна  эсир тивӗҫлипе пурнӑҫласса шанатӑп. Службăра вӗçлесен те тăван ене таврӑнӑр. Эпир вара сире кӗтетпӗр, – терӗ Айрат Фиркатович. Аслӑ Аксу ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн Алексей Храмовăн та каччăсене каламалли сăмахӗ нумай пулчӗ. Чи малтанхи черетре вӑл вӗсене лайӑх служить тума сунчӗ, çакăн пек  хастар ывăлсем ӳстернӗ ашшӗ-амӑшӗсене тата воспитани панă  вӗрентекенсене тав турӗ.

Шӑпах ирхине 5 сехетре ҫичӗ каччӑ ларнă автобус Хусана çул тытрӗ. Пӑва тата Ҫӗпрел районӗнчи ҫар комиссариачӗн представителӗ Нуршат Исхакова каланă тăрăх, тепӗр ăсатăва ноябрӗн 12-мӗшне палӑртнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев