Салтак ентешӗмӗр
Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурăнакан Альфия тата Ильгиз Насыбуллинсене çар чаçӗнчен Тав çырăвӗ килнӗ.
Вӗсен ывăлӗ Нафис шкулта вӗреннӗ çулсенче те хăйне ялан тӗслӗхлӗ кăтартатчӗ. Мӗнпур предметсемпе те «тăваттă», «пиллӗк» паллăсемпе кăна вӗннипе пӗрле спортпа та интересленчӗ. Пӗр класра вӗренекенсем хушшинче хăйӗнчен çирӗп ыйтакан тата ҫав вӑхӑтрах пулăшакан пулнипе те уйрăлса тăчӗ. Хусанти федераллă университетăн юридически факультетне вӗренме кӗни те ахаль мар.
Командиртан килнӗ çырура: «Хисеплӗ Альфия Кабировна тата Ильгиз Рафаэлович! Сирӗн ывӑлӑр ефрейтор Нафис Насыбуллин çар службинче ума лартнă çар тивӗçӗсене вăхăтра тӗрӗс, чыслăн пурнăçлакан салтак пулнипе палăрчӗ. Вӑл çарти салтак тусӗсем хушшинче шанăç тата авторитет çӗнсе илчӗ, кирек хăш вăхăтра сăмахпа та, ӗçпе те пулăшăва килме хатӗр тăрать. Служба вӑхӑтӗнче ҫар ӑсталӑхӗшӗн, дисциплинӑллă, тӳсӗмлӗ тата тавçăруллă пулнӑшӑн, ăсталăхӗшӗн командирсенчен темиçе хут парнесене тивӗçлӗ пулчӗ. Сирӗн ывӑлӑр пек каччăсем ҫар тивӗҫне пурнăçланă чухне, халăх, общество тата патшалӑх хăрушсăрлăхра тивӗçни пирки шанма пултарать. Сире чăн кăмăлтан ҫирӗп сывлӑх, тӳсӗмлӗх, савӑнӑҫ сунатӑп. Ывӑлăра лайӑх тата ăна Раҫҫейӗн чӑн патриочӗ пулма воспитани парса ӳстернӗшӗн тав тунине пӗлтеретӗп» тесе çырнă.
– Ывӑлăмăр Самара хулинче. Пӗрре те ӳпкелешмест, юратса, пӗтӗм чунне парса служить тăвать. Командирсенчен тав туса ҫырнӑ ҫырусем, савӑнӑҫлӑ хыпарсем килсен, питӗ кăмăллă иккен. Кашни ашшӗ-амӑшӗн те яланах ачисемшӗн мӑнаçлăх тата савӑнӑҫ туйса пурăнмалла пултăр! – тет Альфия Насыбуллина.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев