Саламлатпăр
Признание заслуг.
Раҫҫей Федерацийӗнче тӳрӗ суда лайӑхлатас ӗҫе пысӑк пай кӗртнӗшӗн, граждансен прависемпе законлă интересӗсене хӳтӗлес ӗҫри çитӗнӳсемшӗн, чыслă ӗçӗшӗн Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел районӗн сучӗн отставкӑри пуçлăхне Алсу Ахметзяновна Ракипована РФ Судьясен Совечӗн «Тӗрӗслӗх службишӗн» кăкăр çине çакмалли паллăпа чысларӗç.
* * *
Тутарстан Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлне йӗркелес тата лайӑхлатас ӗҫе тивӗҫлӗ пай кӗртнӗшӗн, тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланă кăтартуллă ӗҫӗсемшӗн «Тутарстан Республикинчи муниципаллă пӗрлӗхсен Совечӗ» Ассоциацийӗн Хи-сеп грамотипе:
— Звезда ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марина Денисова;
— Марс ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн секретарӗ Рузалия Шакирова;
«Тутарстан Республикинчи муниципаллă пӗрлӗхсен Совечӗн» Ассоциацийӗн Тав ҫырӑвӗпе:
— Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин;
— Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов;
Ҫӗпрел муниципаллă район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотипе:
— Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильгамия Мохитова;
— Ҫӗпрел районӗн Ӗç тăвакан комитечӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗн строительство пайӗн ертӳçи Юрий Шуркин;
Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе:
— Кивӗ Кахăрлă ял тӑ-рӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн секретарӗ Резида Аглуллина;
— Упи ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн тӗп бухгалтерӗ Галина Федорова парнеленчӗç.
* * *
Республикӑри «Сувар» обществӑпа политика хаҫачӗн редакцийӗпе тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн «ТАТМЕДИА» АО филиалӗн «Сувар» хаҫат редакцийӗн Тав çырăвне Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков тивӗçлӗ пулчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев