Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Саккун хуралӗнче виҫӗ ӗмӗр

Кӑҫал Прокуратура кунӗ асра юлмалли датăна тӳрӗ килчӗ – Раҫҫей прокуратурин органӗсем йӗркеленнӗренпе 300 ҫул пулчӗ

 

Ҫавна май эпир район прокурорӗпе Ильдар Маликовпа тӗл пулса калаçрăмăр

– Ильдар Ильгизарович, мӗншӗн эсир шӑпах право сыхлавӗнчи профессие суйласа илнӗ?

– Эпӗ юриспруденцие шкулта вӗреннӗ çулсенчех кăмăлларăм, 7-мӗш класра вӗреннӗ чухнех юрист пулма ӗмӗтленме пуçларăм. Атте те çавӑн пекех Хусанти патшалӑх университечӗн юридици факультетне пӗтернӗ, право сыхлавӗн органӗсенче нумай ҫул ӗҫленӗ. Юриспруденцие эпӗ те Хусанти патшалăх университечӗн юридици факультетӗнче вӗрентӗм. Унтан прокуратурӑра следователь пулса ӗҫлеме сӗнчӗҫ. Килӗшрӗм. Ӗҫлеме пуҫласан тӗрӗс ҫул суйласа илнине ӑнланса илтӗм. Следователь ӗҫӗ мана тӗрлӗ лару-тӑрура тӗрлӗ ҫынсемпе хутшӑнма опыт пачӗ. Следователь пулса 7 ҫул ытла,  Хусан хулин Авиастроительсен районӗн прокуратуринче, Тутар транспорт прокуратуринче, Атӑл-Вятка транспорт прокуратуринче ӗҫлерӗм. Унтан 5 ҫул ытла республика прокуратуринче уголовлă суд енӗпе патшалăх айăплавне ТР Аслӑ судӗнче хӳтӗлерӗм, ҫав шутра 29-мӗш номерлӗ комплекс ӗçӗ енӗпе присяжныйсен судӗнче, Тагирзянов бандин ӗçӗ енӗпе, боксер ушкӑнӗн ӗҫӗ енӗпе, Уренгой – Помары – Ужгородок хула газопроводӗнче взрыв тунӑ ушкӑнăн пуҫлăхӗ  енӗпе илсе пынă ӗҫсенче хутшăнтăм. Унтан 6 ҫул ытла Хусан хулин Совет районӗн прокурорӗн ҫумӗ пулса ӗҫлерӗм. 2014 ҫулта Ҫӗпрел район прокурорӗ пулма суйласа лартрӗç. Ҫӗпрел районӗнче ӗҫлени мана пысӑк опытпа пуянлатрӗ тесе калас пулать.

– Мӗнле шутлатӑр эсир, прокурор мӗнле пулмалла?

– Прокурор, чи малтанах, ахаль ҫынсен прависене хӳтӗлекен пулмалла, вӗсене патшалӑхпа общество ыйтӑвӗсене татса пама пулӑшмалла, ведомствӑна тата органсене çирӗплетнӗ функцисене тӗрӗс те законлӑ пурнӑҫланине контрольте  тытса тӑма тивӗçлӗ.

– Ҫӗпрел район прокуратуринче миҫе ӗҫчен ӗҫлет?

– Пирте ултӑ ӗҫчен ӗҫлет: Прокурор, урӑхла каласан, эпӗ Ильдар Ильгизарович Маликов, прокурор çумӗ Владимир Сергеевич Корухов, прокурор помощникӗ Андрей Анатольевич Петров, канцеляри заведующийӗ Эльвира Джамильевна Алиуллова, шофер Ильнар Талипович Ханзяров тата техникăлла ӗҫчен Зинаида Петровна Стратонова.

– Пӗлтӗр сирӗн ӗҫӗр пӗтӗмлетӗвӗсем мӗнле пулчӗҫ?

– 2021 ҫулта, прокурор шыравӗсем тӑрӑх, районти тӗрлӗ облаҫри 204 ӗҫчене  мӗнпурӗ 1 миллион та 164 пин тенкӗ тӳленмен ӗç укçине тӳлеттернӗ. 118 должноҫри ҫынсене дисциплинарлă явап тыттарнӑ.

– Ильдар Ильгизарович, прокурорӑн пушӑ вӑхӑт пур-и? Пулсан, мӗнле ирттеретӗр эсир ӑна?

– Кун пек чухне эпӗ публицистика, фантастикӑлла произведенисене вулама кӑмӑллатӑп. Ҫавӑн пекех, спортпа та интересленетӗп, ытларах ачасемпе юнашар пулма тӑрӑшатӑп. Вӗсем манӑн иккӗн. Хӗрӗм – ман йӗрпе кайрӗ – Хусанти  патшалăх университечӗн юридици факультечӗн студенчӗ, ывӑлăм 10-мӗш  класра вӗренет.

– Эсир прокуратура органӗсенче 26 ҫул ытла ӗҫлетӗп терӗр. Сирӗн çак ҫулсенчи наградӑсем пур-и?

– Манӑн «Раҫҫей прокуратурине 290 ҫул», «Çар пӗрлӗлӗхӗшӗн» медальсем пур. Ҫавӑн пекех, Патшалӑх Совечӗн, Хусан мэрӗн тата ТР прокурорӗн Тав ҫырӑвӗсемпе те чысларӗҫ.

– Професси уявӗ ячӗпе эсир мӗн суннă пулăттăр?

– Прокуратура ӗҫченӗсем пысӑк компетентлӑхпа, служба тивӗҫне чунтан парӑннипе тата тӳрӗ кӑмӑллӑхпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ӗҫтешсене тӳсӗмлӗх, чун канӑҫлӑхӗ, сывлӑх тата ырлӑх сунатӑп.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев