Сахӑр чӗкӗнтӗрне кăларасси малалла пырать
Районта сахӑр чӗкӗнтӗрне кăларса илсе, сахӑр завочӗсене ӑсатасси малалла пырать.
Кӑҫал «Дементьев ячӗпе хисепленекен агрофирмăра» сахӑр чӗкӗнтӗрӗн культури 2300 гектартан ытла лаптӑк йышӑнать. ... филиалсенче çак культурӑна кăларса илес тата сахӑр завочӗсене ӑсатас ӗҫсем вӗҫленнӗ. Ҫак кунсенче Вагиз Миначев, Ильсур Мухамедъяров, Константин Теплин тата Айдар Абубакиров ертсе пыракан «РОПА» комбайнсем агрофирмăн Кивӗ Кахăрлă филиалӗнче сахӑр чӗкӗнтӗрне кăларса илсе, кагатсене хума пуçланă. 295 гектар лаптӑка йышӑнакан сахӑр чӗкӗнтӗрӗн хирӗнче ӗç тулли хăватпа пырать.
– Агротехника мероприятийӗсем вӑхӑтра, пысăк пахалӑхпа иртсен те, ҫуллахи уйăхсенчи типӗ çанталăк тухăçа та вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Кашни гектартан вӑтамран 300 центнер тухӑҫ тухать, – тет агрофирмăн ертсе пыракан агрономӗ Ришат Хайбуллов.
Кунта мӗнпур ӗçсене те лайӑх йӗркеленӗ, пӗр минута та сая ярасшӑн мар механизаторсем. Хирте техника ӗҫӗнче чăрмавсем ан пулччăр тесе, «ГАЗ-53» машинипе Рамиль Алимов çунтармалли-сӗрмелли материалсем кӳрсе, унпа комбайнсене тивӗçтерсе тăрать.
Пӗр филиалта ӗҫе вӗçлесен, «КамАЗ» машинăсем иккӗмӗш филиала куҫса, кагатсенчи тутлă тымарçимӗçе сахăр завочӗсене турттарма пуҫлаççӗ.
– Упи филиалӗнче тутлă тымарçимӗçе сахăр завочӗсене турттарса пӗтерсенех «КамАЗ» автомашинăсемпе Кивӗ Кахăрлă филиалне куçаççӗ, унти хирти сахăр чӗкӗнтӗрне кăларса пӗтермелле, – тет Ришат Хайбуллов.
Справка
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен октябрӗн 6-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсем енӗпе, районӗпе 1802 гектар лаптăкри тутлă тымарçимӗçе кăларса илнӗ. Вӑтам тухӑҫ 258,4 центнера тӳрӗ килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев