Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Сайфихан Нафиева аса илсе

Районта кашни çул ентешӗмӗре, Тутарстан Республикин пӗрремӗш прокурорне аса илмелли мероприяти иртет

Тутарстан Республикин ӗлӗкхи прокурорне, Тутарстан Республикин Конституци Сучӗн пӗрремӗш ертӳçине Сайфихан Хабибуллович Нафиева аса илмелли мероприятире Тутарстан Республикин прокурорӗн ҫумӗ Юлия Наумова, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Камиль Нугаев, Сайфихан Нафиевăн ывӑлӗ Гумар Нафиев, район прокурорӗ Ильдар Маликов, шалти ӗҫсен тата прокуратура органӗсен представителӗсем, район çыннисем хутшӑнчӗҫ.

Йăлана кӗнӗ тăрăх, С.Х.Нафиев ятне çӳретекен урамра вырнаҫнӑ район прокуратурин зданийӗ умӗнче чаплӑ митинг иртрӗ. Хӑнасем пирӗн ентеш çинчен ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, Çӗпрелӗн легендарлă ывăлӗ республикӑра право йӗркине тата законлăха йӗркелес ӗҫе пысӑк пай кӗртнине палӑртрӗҫ.

Республика прокурорӗн ҫумӗ Юлия Наумова:

– Сайфихан Нафиев – общество йӗркине сыхлас тата право пӑсассине профилактикăлас енӗпе ӗҫе пысӑк пай кӗртнӗ прокурорсенчен пӗри. Шел, ку тӗнчерен вӑл иртерех, нумай кирлӗ те паха ыйтусене татса пама ӗлкӗреймесӗр, уйрăлса кайрӗ. Сайфихан Нафиев ҫинченхи ҫутӑ аса илӳсем пирӗн чӗресенче çӗнелсе пыраççӗ. Манăн та унпа пӗрле ӗҫлеме тӳрӗ килчӗ. Чӑннипе те, вӑл питӗ ӑста ертӳçӗччӗ. Унӑн ӗç тивӗçӗ – ахаль ҫынсене яланах пулӑшасси пулса тăчӗ. Сайфихан Нафиевӑн ҫывӑх ҫыннисем ăна тӳрӗ ертӳçӗ пулнипе кăна мар, лайӑх атте, асатте, уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнă май та пӗлеҫҫӗ. Тутарстан Прокурорӗн ячӗпе тата хам ятран районăн ертӳçисене Сайфихан Нафиева асра тытнӑшӑн тав тунине пӗлтеретӗп.

Марат Гафаров Çӗпрел ҫыннисем Сайфихан Нафиев хисеплеççӗ, астăваççӗ, тесе палӑртрӗ.

– Сайфихан Нафиева асӑнса ирттерекен кун, яланхиллех, унăн ҫуралнӑ кунӗ умӗн иртет. Унӑн ятне право сыхлавӗн структурисем вырнаҫнӑ урам çӳретет. Çак кун кӗрешӳ енӗпе турнир иртет, мӗншӗн тесен Сайфихан Нафиев çак спорт тӗсӗпе питӗ юратса интересленнӗ. Унӑн ячӗпе район премийӗ туса хунӑ. Прокуратура ҫуртне пырса кӗнӗ çӗрте, ҫавӑн пекех, Мучелей ялӗнчи шкулта асăну хӑмисем вырнаҫтарнӑ. Кабинет-музей те ӗҫлет, – тесе пуçларӗ хăйӗн сăмахне.

Тутарстан Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Камиль Нугаев та:

– Сайфихан Нафиева республикӑри, ҫӗршыври чи йывӑр вӑхӑтсенче ӗҫлеме тӳрӗ килчӗ. 90-мӗш ҫулсенче ҫӗршыври йӗркесӗрлӗх тапхăрӗччӗ. Ӗҫ вырӑнӗ ҫук, ӗç укçине те тӳлемеççӗ. Ҫак çăмăлах мар ҫулсенче вӑл ҫынсен тата республикӑн интересӗсене хӳтӗлеме пултарчӗ, – тесе çирӗплетрӗ. 

Чаплӑ мероприятире общество йӗркине сыхлас тата право пӑсассине профилактикăлас ӗҫе пысӑк пай кӗртнӗшӗн С.Х.Нафиев ячӗллӗ премие те пачӗç. Кӑҫал çак премие спорт, ҫамрӑксен тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов тата «Прогресс» МУП ӗçченӗ, халӑх дружинин членӗ Александр Несин (виççӗмӗш сăн ӳкерчӗкре) тивӗçлӗ пулчӗç.

Мероприятире хутшăнакансем район прокуратурин ҫурчӗн стени ҫине вырнаҫтарнӑ С.Х.Нафиевӑн асăну хӑми умне чечексем хучӗç, кабинет-музейӗнче пулчӗç, Ӗмӗр сӳнми вут тата Анне палăкӗ умне те чечексем хучӗç.

 

Каччăсем кӗрешрӗç

Спорт

 

Сайфихан Нафиева асăнса ирттерекен турнирта спорт шкулӗнчен, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенчен тата отрасль технологийӗсен техникумӗнчен 70 ытла кӗрешӳҫӗ хутшӑнчӗ

Сайфихан Хабибуллович Нафиева халалланă пӗрремӗш турнира 2010 ҫулта ирттернӗччӗ. Ҫак турнирăн пуҫаруҫисенчен пӗри – пирӗн районпа пӗрлех Тутар Республикин прокуратури.

Ҫамрӑк спортсменсене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Тутарстан Республикин прокурорӗн ҫумӗ Юлия Наумова, Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ, Тутарстан Республикин бюджет, налук тата финанс енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пуçлăхӗн ҫумӗ Камиль Нугаев саламларӗç. Вӗсем турнира хутшӑнакансене пурне те ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Камиль Нугаев турнира хутшӑннӑ чи ҫамрӑк кӗрешӳҫене парне пачӗ. Вăл Матак вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Данил Ермолаевччӗ.

Гумер Нафиев пурне те ашшӗне аса илнӗшӗн, хисепленӗшӗн тав турӗ, ҫамрӑк спортсменсене ăнăçусем тата лайӑх кӗрешӳ меслечӗсем сунчӗ.

Турнирти ҫамрӑк спортсменсем 28, 32, 36, 40, 45, 50, 55, 60, 65, 70, 75 килограмм тата унран та ытларах виçе категорийӗ енӗпе вăй виçрӗç.

Турнир пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата район прокурорӗ Ильдар Маликов I, II тата III вырӑнсене йышӑннӑ спортсменсене Дипломсем, медальсем тата асӑнмалӑх парнесем пачӗ.

Ильдар Маликов та, çаплах, турнирти чи ҫамрӑк кӗрешӳçӗне – районти спорт шкулӗн кӗрешӳ секцине çӳрекен, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнче вӗренекен Амир Амирханова илемлӗ кӗрешӳ мелӗсем кăтартнăшăн ятарлă приз пачӗ.

Турнир вӑхӑтӗнче ҫамрӑк спортсменсемпе курма килекенсем ГТО нормативӗсене те пурнӑҫларӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев