Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Саяр Абязова асăнса

Çӗпрел – спорт

 «Алтын» универсаллă спорт залӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Единая Россия» политика партийӗн Ҫӗпрелӗнчи вырӑнти уйрӑмӗн призӗшӗн арҫынсен командисем хушшинче волейбол енӗпе районсем хушшинчи турнир иртрӗ. Турнира волейбол енӗпе спорт мастерне, тава тивӗҫлӗ вӗрентекене тата тренера Саяр Абдуллович Абязова халалланăччӗ.

Ӑмӑртусенче Тутарстанăн Пӑва районӗн, Чăваш Республикинчи Патӑрьел районӗн командисем тата пирӗн районти икӗ команда вăй виçрӗç.

Мероприятире Саяр Абдулловичăн пӗртӑванӗ  Эмиль Абязов, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем те килнӗччӗ.

Волейболист-спортсменсене Пӗтӗм Раҫҫейри «Единая Россия» политика партийӗн вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗн ҫумӗ, район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин ӑшшӑн саламларӗ. Тухса калаçнӑ вӑхӑтра Алексей Егорович районти спорт аталанӑвне Саяр Абязов пысӑк тӳпе хывнине палӑртрӗ, пур командӑсене те ҫӑмӑл ҫӗнтерӳсемпе илемлӗ вӑйӑсем сунчӗ.

Эмиль Абязов хӑйӗн тетӗшӗ ҫинчен аса илсе, Саяр Абязов ертсе пынипе районта волейбол енӗпе пӗрремӗш спорт кружокӗ йӗркеленни ҫинчен калаçрӗ, ҫак турнира хутшӑнакансене, турнир йӗркелекенсене пурне те тав турӗ.

Саяр Абдуллович вӗрентнӗ ачасен ячӗпе Ильдус Мушарапов тухса калаçрӗ.

Вăййа Çӗпрел тата 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн командисем пуçласа ячӗç. Унтан пур командӑсем те пӗр-пӗринпе ҫаврашка системӑпа вылярӗç.

Тӗлпулу пӗтӗмлетӗвӗсемпе Ҫӗпрел команди пӗрремӗш вырӑна йышӑнчӗ, куҫса çӳрекен турнирăн кубокӗн хуҫи пулса тӑчӗ, иккӗмӗш вырӑна – Патӑрьел районӗн команди, виҫҫӗмӗш вырӑна  Пӑва районӗн команди тивӗçлӗ пулчӗç.

Малти вырӑнсене йышӑннӑ командӑсене Пӗтӗм Раҫҫейри «Единая Россия» политика партийӗн вырӑнти уйрӑмӗн Грамотисене тата асӑнмалӑх парнесем пачӗç. Ăмăртусен судйи Ильдус Мушарапов та турнирăн асăнмалăх парнине тивӗçлӗ пулчӗ.

Малалла тăсса

Саяр Абдуллович Абязов 1939 ҫулхи декабрӗн 4-мӗшӗнче Кивӗ Çӗпрел ялӗнче ҫуралнӑ, 1956 ҫулта Кивӗ Ҫӗпрел шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, Хусанти педагогика институчӗн физкультура факультетне вӗренме кӗнӗ. Студент ҫулӗсенче бокс, волейбол, баскетбол, йӗлтӗрпе чупас енӗпе интересленнӗ. 1961 ҫулта Совет Ҫарне,  1964 ҫулччен службӑра тӑнӑ. Совет Ҫарӗн ретӗнче бокспа интересленессине малалла тăсать, бокс енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗн ятне илет.  Хӑйӗн виçе категорийӗнче РСФСР призерӗ пулса тӑрать. Демобилизаци хыҫҫӑн Свердлов облаҫӗн сборный волейбол командинче вылять, параллеллӗ майпа  «Уралмаш» спорт клубӗнче волейбол енӗпе тренер пулса ӗҫлет, вăйăçă пулнă май та, тренер вырӑннче те темиҫе хутчен СССР чемпионачӗн призерӗ пулса тăрать.

1964 ҫулта Ҫӗпрел районне таврӑнать, Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче физкультура вӗренекенӗ пулма палăртаççӗ. Кунта вӑл 40 ҫул ытла ӗҫлет, спортсменсен темиҫе ӑрӑвне воспитани парать. Унӑн вӗренекенӗсем яланах спортăн тӗрлӗ тӗсӗ енӗпе малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Спорт кружокӗсене ертсе пырать, тӗрлӗ ӑмӑрту ирттерет, чи лайӑх спорт судьи пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев