Сабантуй кунӗсем паллӑ
«Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов республикӑра Сабантуй кунӗсем çинчен постановление алӑ пусрӗ.
Постановленипе килӗшӳллӗн, наци уявне Тутарстанри ялсемпе районсенчи центрсенче июнӗн 10-11-мӗшӗнче, Наб.Челны хулинче – июнӗн 17-мӗшӗнче, Хусанта июнӗн 24-мӗшӗнче йӗркелесе ирттерӗç.
Ҫӗпрелӗнче район Сабантуйӗ июнӗн 11-мӗшӗ иртӗ. Июнӗн 10–мӗшӗнче Упире – Акатуй тата Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче ял ӗҫченӗсене чысламалли уяв ирттерӗç. Кӗҫӗн Чăнлăра ятарлӑ хӑна пулса Фирдус Тямаев килессе кӗтеҫҫӗ.
Июнӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗпрел çыннисем кутшăннипе наци уявӗ кӳршӗ Чӑваш Республикин Шăнкăртан ялӗнче иртӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев