Ҫӗршывпа пӗрле
Сания Сафиевна историллӗ событисем нумай тӳссе ирттернӗ.
95 ҫулти юбилей ячӗпе саламлама тата тăрăшуллă ӗçӗсемшӗн тав тума Аслă Чăнлă ялӗнче пурӑнакан Сания Сафиевна Ханзярована районти Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата Аслӑ Чăнлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Фаиль Фатхуллов килчӗҫ.
Хӑнасем тыл ӗҫченне чечексем, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗнчен Владимир Путинран саламлӑ открытка, район пуҫлӑхӗн ячӗпе парнесем пачӗҫ. Сания Сафиевнӑна ăшă сăмахсем каласа, вăл 100 ҫул тултарнӑ çӗре те килме сăмах пачӗç.
Ҫак кун хисеплӗ ветеран тӑванӗсенчен, ҫывӑх ҫыннисенчен, кӳршӗсенчен те ӑшӑ сăмахсем илчӗ.
Сания Сафиевна историллӗ событисем нумай тӳссе ирттернӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл 11 ҫулта пулнӑ. Ҫитӗннисемпе пӗр тан иртен пуҫласа каҫчен ӗҫленӗ — тӗнчере тӑнӑҫлӑх пултӑр, ҫӗнтерӳ хӑвӑртрах ҫиттӗр тесе пурне те тунӑ.
Упӑшкипе Хариспа пӗрле пилӗк ача пӑхса ӳстернӗ, пурне те вӗрентсе ăс илме пулӑшнӑ. Сания Сафиевна «Ирек» колхозра нумай ҫул ӗҫленӗ, тӑрӑшуллӑ, яваплӑ пулнӑ. Медальсемпе наградӑланӑ. 2025 ҫулта ҫӗршыв Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине паллă тăвать. Ҫак паллӑ кун ячӗпе Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин юбилей медальне тунă. Ҫак кунсенче Сания Сафиевнӑна та ҫавӑн пекех медальпе наградӑланӑ.
Паян Сания аппан 7 мӑнукпа 8 кӗçӗн мӑнук пур.
Хальхи вăхăтра, аслă çулсенче пулнине пăхмасăр, юбиляр хӑйӗн килӗнчех пурӑнать, ачисем вара черетпе килсе çӳреççӗ, амӑшне пӑхаҫҫӗ. Мӑшӑрӗ Харис пичче 22 ҫул каяллах вилнӗ.
— Эпӗ хамӑн шӑпампа кӑмӑллӑ, Турӑ ҫакӑн пек пурнăç панăшăн тав тӑватӑп. Манӑн питӗ лайӑх ачасем, мӑнуксемпе тата кӗçӗн мӑнуксемпе савăнатăп, — тет Сания аппа.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев