Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫӗрпе тӗрӗс усӑ  курмалла

Ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр лаптӑкне сиен кӳнӗ чухне е унпа асӑннӑ требованисемпе килӗшӳллӗн усӑ курман чухне ăна унӑн хуҫинчен патшалӑхӑн полномочиллӗ органӗсем туртса илме те пултараҫҫӗ.

Кун пирки «Россельхознадзор» управленийӗн патшалӑх инспекторӗ Линар Шайдуллин пӗлтерчӗ.

– Ҫӗрпе усӑ курнă чухне тăпран тухăçлăхне чакарасси тата тавралӑха сиен парасси патне илсе çитерсен е РФ законӗсен требованийӗсем пăсăлсан, çав вăхăтра лаптăка «Ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсен ҫаврӑнӑшӗ çинчен» 2002 ҫулхи июлӗн 24-мӗшӗнчи 101-ФЗ номерлӗ Федераллă законпа килӗшӳллӗн ирӗксӗррӗн туртса илеççӗ. Ҫавӑн пек фактсене судпа палӑртнӑ хыҫҫӑн та ял хуҫалӑхне тытса пыма е ял хуҫалӑх производствипе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫе пурнӑҫлама виҫӗ е ытларах ҫул хушши ҫӗр лаптӑкӗпе усӑ кураймаҫҫӗ, – тет Линар Шайдуллин.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев