Районти тӗп больницăра COVID-19-тан вакцина тăвасси малалла пырать
Эпӗ вакцина тутартӑм. Эсир вара?
Паянхи кун тӗлне Çӗпрел çыннисенчен 190шӗ вакцина тутарнӑ.
– Сывлӑхăмшăн пăшăрханса тутартăм прививкăна, – тет вакцинацин иккӗмӗш этапне иртме килнӗ Артемий Шакин. – Пӗрремӗшне январь уйăхӗнче тутарнăччӗ. Организмра нимӗнле улшӑну та туймарăм тесен, кӑштах вӑй çукки палăрса илчӗ пек. Температура тата кăткăсрах симптомсенчен нимӗн те палӑрмарӗ. Агрофирма филиалӗнче ӗҫлетӗп, пӗр кун та ӗҫрен юлмарӑм. Акӑ ӗнтӗ иккӗмӗшне тутаратăп. Тӗрӗссипе каласан, пурнăçăн унчченхи, çак коронавирус чирӗ сарăличченхи вăхăтне таврăнас килет. Маска тăхăнмасăр, ирӗккӗн çӳресчӗ, тăвансемпе, туссемпе курнăçасчӗ, тесе калассăм килет. Халăхăн 60 процентӗнче çак чире хирӗç иммунитет йӗркеленсен, пӗтӗм чикӗлевсем пӗтеççӗ, – теççӗ вӗт.
«Халӑхӑн 60 проценчӗ» тесен, пирӗн районта 190 ҫын кӑна вакцинациленни çак 60 процента питӗ инçе пулни çинчен калать. Тӗп врач Ильмас Шигабутдинов каланӑ тӑрӑх, районăн сахалтан та 10000 çыннине вакцина тунă вăхăтра кăна чир сарăлассие чикӗлет.
– Халӗ «Спутник V» маркăллă Гам-КОВИД-Вак вакцинăн пӗр ампулӗ пӗр çынна кăна шутланаканни килчӗ. Ӗлӗк пӗр ампулӗ пилӗк çынна шутланнăччӗ. Районти тӗп больницăна паянхи кун тӗлне вакцина тутарнă хыççăн чирленӗ пӗр çын та килни пулмарӗ, – тет Ильмас Шигабутдинов.
– Эпир иккӗн, мӑшӑрӑмпа Санияпа, пӗр кунта тутартăмăр вакцинăна, – тесе пӗлтернӗччӗ пире ӗҫтешӗмӗр Альберт Шарапов та. – Хуласенче черет тăраççӗ ăна тутарассишӗн, пирӗн районта вара питӗ меллӗ – температурӑна виҫеҫҫӗ, вӑрах чирсем пуррипе-çуккине тишкереҫҫӗ, рекомендацисем параҫҫӗ. Нимӗнле улшӑну та пулмарӗ, иккӗмӗш хут прививка тутармалли кунăмăр килсе çитессе кӗтетпӗр, – терӗ вăл халăмăра ыйтса пӗлнӗ май.
Справка
Вакцина тунă граждансен категорийӗ:
Бюджет сферинче ӗçлекенсем – 119 çын.
Производствăпа промышленность отраслӗнче ӗçлекенсем – 13 çын.
Тивӗçлӗ канура пулнисем – 58 çын.емӑна малалла тӑсса
Коронавирус чирӗ сарӑлнӑранпа Çӗпрелӗн 124 ҫынни чирленӗ. Февраль уйăхӗнче регистрациленнисен шучӗ – 3. Вӗсенчен иккӗшӗ 57, 59 ҫулсенчи арҫынсем. Пӗри – 58 ҫулти хӗрарӑм. Икӗ енлӗ пневмони диагнозӗпе паянхи кун районти тӗп больницăра вӑхӑтлӑха йӗркеленӗ госпитальте 11 ҫын сипленет.
Тутарстан Республики енӗпе статистика вара çакăн пек:
– 16954 çын коронавирус лектернӗ.
– 13549 – сывалнă.
– 30814 çынна чиртен вакцина тунă.
– 5682 çын вакцинацин иккӗмӗш этапне иртнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев