Районти социаллă пулăшу паракан уйрăм урлă 1821 ҫемье тӗрлӗрен тӳлевсем илеççӗ
Ача пӑхса ӳстерекен ҫемьесене тӗрлӗрен пулӑшу параççӗ
Ача пӑхса ӳстерекен амӑшӗсем, ҫемьесем ҫине тимлӗх обществӑра яланах тӗп вырӑн йышӑнса тӑнӑ, ку паян та çаплах. Патшалӑх та, общественность та ача çуратнине, аталанӑва ырлать. Ҫавӑн пек ҫемьесене пурлӑх тӗлӗшӗнчен те пулăшсах тăраççӗ. Пирӗн районта пурӑнакан амӑшӗсемпе ачисене мӗнле пулӑшу параççӗ? Кун пирки эпир Зульфия Иршатовна Юсуповапа калаçу йӗркелерӗмӗр.
– Зульфия Иршатовна, пирӗн калаҫу «Анне кунӗ» ячӗпе йӗркеленнӗрен, сире малтанласа, ача пӑхса ӳстернӗ анне пулнă май, саламлатпăр. Сирӗн ывӑлӑр ҫитӗнӗвӗшӗн савӑнатпăр, сире асанне пулма та ҫыртăрччӗ. Патшалăхăн халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан политикине пурнӑҫлакан организацин ертӳҫи пулнӑ май, районта пурӑнакан ачаллӑ ҫемьесене-аннесене паракан пулӑшу ҫинчен те каласа иртсемӗрччӗ.
– Пирӗн социаллă пулăшу паракан уйрăм урлă тӗрлӗрен социаллӑ пулӑшу илекен 1821 ҫемье пур. Вӗсенче 2915 ача ҫитӗнет. Пулӑшу тӗсӗсене шутласа кайсан, «Раççей Федерацийӗнче çутӗç çинчен»хи Федераллă законпа килӗшӳллӗн 750 ашшӗ-амӑшне ачине ача садне çӳретнӗшӗн ашшӗ-амӑшӗн тӳлевӗн пӗр пайне компенсацилесси, сăмахран. 2010 çулта, çак тӗллевсемшӗн 2 миллион та 820 пин тенкӗ укçа тăкакланă. Тата 254 ашшӗ-амăшне шкулчченхи пӗлӳ памалли программăна пурнӑҫлакан вӗренӳ организацийӗсенче ачана пăхса тăнăшăн ашшӗ-амӑшӗн тӳлевӗн пӗр пайне хушма компенсаци палăртнă. 2020 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен 18 ҫулчченхи виçӗ тата унран та нумайрах ачисем пулнă ҫемьесене ачана шкулчченхи пӗлӳ памалли учрежденине ҫӳретессишӗн ашшӗ-амӑшӗн тӳлевне 100 процент калăпăшӗнче компенсацилесси пуçланчӗ.
2020 ҫул пуҫламӑшӗнчен 26 ӗҫлемен ашшӗ-амӑшне ача ҫуралсан пӗр хутчен парăнакан пособи те палӑртнӑ; 83 ӗçлемен çын ача пăхас енӗпе уйăхсерен, 1,5 ҫула çитиччен, пособи илчӗ.
Районӑн 36 амӑшне пӗрремӗш ача валли уйӑхсерен пособи палăртнă. 2020 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен ҫак тӳлеве ача 3 ҫул тултариччен тӑснӑ. Çак тӳлеве çемьере пӗрремӗш ача 2018 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ хыççăн ҫуралнӑ тӗслӗхре, урӑхла каласан, ачана иртнӗ çул 1,5 ҫул тулнă тата пӗрремӗш ачана тӳлев чарăннă пулсан, 2020 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен çемье çӗнӗрен ачана 2 ҫул тултариччен, унтан виҫӗ ҫул тултариччен палăртаççӗ. Уйӑхлăх тӳлев 9373 тенке тӳрӗ килет.
Ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан 38 анне пӗрремӗш ачине ҫуратнӑ хыҫҫӑн 50 пин тенкӗ укçа илчӗ. Районти 10 çамрăк анне, Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн 2018 ҫулхи февралӗн 9-мӗшӗнчи «Ялта тата хула типӗнчи поселоксенче яланах пурӑнакан хӗрарӑмсене ача ҫуралсан пӗр хутчен тӳлев çинчен»хи решенипе килӗшӳллӗн, виççӗмӗш ачи çуралнипе çыхăннă май 100шер пин тенкӗ укçа илчӗ.
«Тин ҫуралнӑ ачаллӑ ҫемьесене ача-пӑча хатӗрӗсен комплекчӗсем парасси ҫинчен» постановленипе килӗшӳллӗн 27 çемьене ача-пӑча хатӗрӗсен комплекчӗсемпе тивӗçтернӗ.
Виçӗ çулчченхи ачисем пулнă (пособи палăртнă тӗслӗхре), ятарлă «Ак Барс» банкӗнче уçăлнă счет çине, ача валли эмел туянма 5шер пин тенкӗ куçарасси пек пулăшу та пур. Çак пулăшупа пирӗн районта 22 çемье усă курчӗ. Асӑннӑ карттӑна илессишӗн районти пурлăх пулăшăвӗн уйрăмӗнчен ачана пособие палăртни çинчен постановленийӗн копине илмелле тата ăна «Ак Барс» банка памалла.
– «Çемьере виҫӗ тата унран та ытларах ачи пулнă ҫемьесене» тетӗр... Пирӗн район ӗлӗк-ӗлӗкрен нумай ачаллӑ амӑшӗсемпе чапа тухнӑ. Çавăн пек, ача çуратса, пӑхса ӳстересрен хӑраман хастар аннесен шучӗ паян районта мӗн чухлӗ?
– Пирӗн уйрӑмра нумай ачаллӑ 261 ҫемье шутланать. Вӗсенче мӗнпурӗ 858 ача ҫитӗнет. Виҫӗ ача ҫитӗнтерекен ҫемьесен шучӗ – 201, тăватă ача пăхса ӳстерекенсем – 31, пилӗк ачаллисем – 12, ултă ачаллисем – 3, тата 7, 8 ача пăхса ӳстерекен çемьесем те пур.
– Хӑш-пӗр чухне «7 ҫула ҫитичченхи ачана уйăхлăх пособи палăртма ыйтса заявлени çырнăччӗ, анчах тухмарӗ» тесе калакан аннесем те пулаҫҫӗ. Ку мӗншӗн çапла пулса тухать-ши?
– Ку тӗслӗхре сӑмах Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн «3 ҫултан пуҫласа 7 ҫулчченхи ачана уйăхсерен укҫа тӳлесси» 2020 ҫулхи апрелӗн 10-мӗшӗнчи 267 номерлӗ постановленийӗ ҫинчен пырать. Çак постановление йышӑннӑ хыҫҫӑн 476 ҫемье тӳлевсем ыйтса заявлени çырнă, вӗсенчен 171-шне кӑна тӳлев палăртнă. Тӳлев палăртманнисен пысӑк пайӗ тупӑшсем ӳснипе тата пурлӑхпа тивӗçтернипе ҫыхӑннӑ.
2019 ҫулта Тутарстан Республикин бюджетӗнчен социаллӑ пулӑшу пама 1 миллион та 813 пин тенкӗ ытла янӑ, ҫавăнпа килӗшӳллӗн 134 ҫемье укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ илнӗ, пулӑшу панӑ чухне пӗртен-пӗр чару – ҫемьесен тупӑшӗсем ӳснинче пулчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев