Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

Района Хусанти федеральлӗ университетăн ректорӗ Ильшат Гафуров килчӗ

КФУ ректорӗ Çӗпрел çыннисемпе тӗл пулчӗ

Ӗç визичӗпе килнӗ чухне, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаровпа пӗрле, Ильшат Гафуров «Созидание» çамрăксен клубӗнче пулчӗ, унта вăл 10-11классенче вӗренекенсемпе тӗл пулчӗ. Тӗлпулу вăхăтӗнче хăй ертсе пыракан университетри пулнă майсем тата перспективлă çул-йӗрӗсем çинчен калаçрӗ.

КФУ ректорӗ çирӗплетнӗ тăрăх, професси суйласа илесси  кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнчи питӗ паха утӑм тата йышăннă решенишӗн ӳкӗнмелле ан пултăр тесе, тӗрӗс çул суйласа илмелле.

– Эсир халӗ професси ӳсӗмӗн çулӗ çинче тăратăр. Пурнӑҫра яланах кирлӗлӗхлӗ пулнă професси суйласа илме тӑрӑшӑр. Ҫакăншăн  мӗнпур тăрăшуллăхăра хурăр. Перспективлă тата талантлă ҫамрӑксемшӗн ҫӗршыври чи лайӑх аслă вӗренӳ çурчӗсен алӑкӗсем яланах уҫӑ пулӗҫ, – тесе чӗнсе каларӗ И.Гафуров вӗренекенсене.

Хусан университетӗнче паянхи кун Ҫӗпрел районӗнчен 100е яхӑн студент пӗлӳ илет,  кӑҫал тата 45 вӗренсе тухакан вӗренме кӗрессишӗн заявлени панă.  КФУ ректорӗ Илшат Гафуров Хусанти федераллă университетра педагогика пӗлӗвӗ панин хăйне евӗрлӗхӗсем çинчен каласа иртрӗ. Ҫӗршывӑн чи малта пыракан пулса шутланнă аслă вӗренӳ çурчӗ паянхи кун тӗлне темиçе института пӗрлештерет. Унта вӗрентекенрен пуçласа, врач, юрист, инженер тата ытти те специальноçсем хатӗрлеççӗ. Студентсене  общежити параççӗ, лайăх вӗренекенсене пысăк стипенди тӳлеççӗ. Калăпăр, пӗрлехи патшалăх экзаменӗсене 100 баллпа паракансене, кăçал ТАССРăн  100 ҫуллăхӗ ячӗпе, 100 пин тенкӗ укçа тӳлӗç. Ҫак студентсем уйрӑм программӑпа пӗлӳ  илӗç.

Кӑҫалхи çултан вара, аслă вӗренӳ çуртӗнче  полингваль шкулсенче пӗлӳ парассишӗн виçӗ чӗлхепе педагогсем хатӗрлеме пуçлаççӗ. Гафуров палӑртса иртнӗ тӑрӑх, тӗп вуз нумай кăна  малта пыракан наука академийӗсемпе, ют ҫӗршывсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет, студентсемшӗн те унта  опыт пухассишӗн  майсем туса панӑ тата нумайӑшӗ ҫак çул-йӗрпе ӑнӑҫлӑ кăна ӗҫлеççӗ.

Ҫавӑн пекех ректор федераллă университет Раҫҫейре хӑйӗн структуринче виçӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул (ҫав шутран 1-11 классенче пӗлӳ илессипе) тата аутистик спектрӗнчи ачасен сачӗ пулнă пӗртен-пӗр вуз пулнине те палӑртса иртрӗ. Паллă ӗнтӗ, çак çутӗç учрежденийӗсенче вӗренӳпе вӗрентӳ, воспитани памалли программа малта пыракан методикӑсемпе килӗшӳллӗн    вăя кӗрет.

– Çак уйрăмсем  технологисен трансфери тата çутӗç сферинче тӗрлӗ тишкерӳсемшӗн лаптăк пулма тивӗçлӗ, – тесе ӑнлантарчӗ Илшат Гафуров.

Ректор çирӗплетнинчен, профильлӗ педагогика кафедрисенче педагогика кадрӗсене хатӗрлессине (традициллӗ модель) профильлӗ институтсенче  предметпа вӗрентекенсене хатӗрлессине (пӳлӗннӗ модель) тата хатӗрленӗвӗн педагогика пулман çул-йӗрпе пӗлӳ илекен студентсем тата  вӗренсе тухакан классен вӗренекенӗсемшӗн вӗрентекен професси енӗпе кӗме май пуррине (вариативлă модель) шута илнӗ виçӗ модель вăя кӗрет.

Тӗлпулу вӗҫӗнче ректор районти вӗренекенсене Хусанти федераллă университета вӗренме кӗме чӗнчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев