Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Район центрӗнче Афган вӑрҫинче тата ытти çар конфликчӗсенче хутшӑннисене чысласси иртрӗ

Кӗскен

Февралӗн 15-мӗшӗ –  ҫӗршыв историйӗнче хăйне евӗрлӗ дата. Шӑп ҫак кун 1989 ҫулхи февраль уйӑхӗнче  Афганистанран совет çарӗсен чикӗленнӗ контингентне кăларма пуҫланӑ.

Юлашки совет салтакӗ Афганистан çӗрӗ çинчен тухнӑранпа 32 ҫул иртрӗ. Анчах сурансем халӗ те сураççӗ, вӗсем халӗ те çӗнӗ-ха.  9 ҫул тата 51 кун! Шăп çавăн чухлӗ вăхăта тăсăлать совет ҫарӗсемшӗн афганистан вăрçи. «Хӗрӳ точкăсенче» вилнӗ 15 пинрен ытла салтакпа офицер хушшинче Çӗпрелӗн çыннисем  те пур. Районăн 11 каччин, хӑйсен ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫланă чухне, афган çĕрĕ çинче чӗри тапма чарăнчӗ.

Район центрӗнче Афган вӑрҫинче тата ытти çар конфликчӗсенче хутшӑннисене чысламалли мероприяти иртрӗ. Асӑну кунӗ ячӗпе автоçӳрев йӗркеленӗччӗ. Торжествăлла митингра «хӗрӳ точкăсенче» те  хутшӑннисен адресӗпе тав сӑмахӗсем янӑрарӗҫ, парнесем пачӗҫ, воин-интернационалистсен палӑкӗ умне чечексем хучӗҫ тата вилнисене асӑнса пӗр минут шăп тăчӗç.

 

Нихăçан  манăçми кун

Владимир Ильин, Хулаçырми ялӗ.

Февралӗн 15-мӗшӗ  – афганец-ветерансен уявӗ, çав вăхăтрах вăрçăран таврăнайманнисене асăнмалли кун та.

Февралӗн 12-мĕшĕнче, çавна май, ялти Культура çуртӗнче мероприяти пулса иртрӗ.  Хулаçырми ялӗнчен те Афганистанра 11 каччă хутшăнчӗ. Вӗсенчен пӗри – Юрий Ильдаров, йывăр аманса, таврăнчӗ. Пӗрремӗш ушкăн инваличӗ хальхи вăхăтра Ульяновск хулинче  пурăнать. Хăшӗсем таврăнсан, йывăр сурансене пула, çӗре кӗчӗç.

Мероприятие Юрий Чугунов, Анатолий Егоров, Василий Савлюков тата районти «Çар юхăмӗсен ветеранӗсен Совечӗн» вырăнтии обществăлла организацийӗн ертӳçи Виктор Петухов та килнӗччӗ.  Уява ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Николай Усмендеев уçса, килнӗ хăнасене саламласа парнесем пачӗ. Виктор Петров ачасен умӗнче хăйӗн Афганистанра иртнӗ служби çинчен асаилӗвӗсене çӗнетрӗ. Ачасем тимлӗн итлесе ларчӗç. Культура çурчӗн ӗçченӗсем Кларапа Ольга Мироновасем тата шкул ачисем концерт номерӗсене кăтартрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев