Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Район советӗнче

Депутатсен ларăвӗ

Ноябрӗн 12-мӗшӗнче тăваттăмӗш созыври ТР Ҫӗпрел муниципаллӑ район Совечӗн виҫҫӗмӗш ларӑвӗ пулчӗ. Унӑн ӗҫне район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пынӑ.

Кун йӗркинчи тӗп ыйтусем хушшинче  «Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Уставне улшӑнусем тата хушусем кӗртесси ҫинчен» постановленийӗн проекчӗ çинчен», «Тутарстан Республикин Çӗпрел муниципаллă районӗн 2021 ҫул валли тата 2022, 2023 ҫулсен планлă тапхăрӗ валли бюджечӗ ҫинчен» решени проекчӗ ҫинчен», «Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн территориаллӗ  планламалли схемине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен». «Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллӑ район Совечӗн 2016 çулхи сентябрӗн 14-мӗшӗнчи 11/3 номерлӗ тата  03.06.2009 çулхи 36/3  номерлӗ решенийӗсене улшăнусем кӗртесси çинчен»  тата ыттисем те пурччӗ. Пӗрремӗш ыйту енӗпе депутатсем районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин ҫумӗн Ильмир Измайловӑн докладне пӑхса тухрӗҫ. Иккӗмӗш ыйтупа районти финанспа бюджет палатин ертӳçи Ильдар Ракипов тухса каларӗ. Виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш ыйтусем енӗпе район пуҫлӑхӗн ҫумӗн Алексей Ярухинăн информацине итлерӗç. Пӗр-пӗрин шухăшӗсемпе паллашнă хыççăн депутатсем пӗр саслăн çак ыйту енӗпе решени проектне йышӑнассишӗн сасӑларӗҫ.

 

 

Хисеп     грамотипе парнелен-чӗç

Ял хуҫалӑхне аталантарнă çӗрте кӗртнӗ уйрăм пайӗшӗн, нумай çул   чыслă ӗçленӗшӗн тата çуралнăранпа 65 çул çитнӗ ятпа «Государев Амбар» обществăн директорӗ Васыл Вазыхович Салахов;  ял тăрăхне аталантарнă çӗрте кӗртнӗ чыслă ӗçӗшӗн тата çуралнăранпа 55 çул çитнӗ ятпа Хулаçырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Алексеевич Усмендеев район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотипе тата асӑнмалӑх парнепе парнеленчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев