Район хаҫачӗ мӗншӗн кирлӗ?
«Мӗнпур тӗрлӗ хыпарсене пӗлсе тăрассишӗн кирлӗ», теççӗ «Туган як» – «Тăван ен» хаçатсене вулакансем
Ăстăн апачӗ
Ӗлӗкрех ялти арҫынсем 7-8-шар экземпляр хаҫат-журнал çырăнса илнине тата кашни саспаллине сиктерсе хăвармасăр вуласа пынине хам куçăмсемпе кураттăмччӗ.
Паллах ӗнтӗ, пӗрремӗш черетре район хаҫачӗ тăратчӗ. Пичет изданийӗсене нумай çырăнса илекен ҫемьесем тӗлӗшпе шухăшăм паян та урӑхла. Апла пулсан, кунта хаҫата юратаҫҫӗ. Хаҫата нумай вуланă ҫын мӗн тесен те, политикӑна та, экономикӑна та, пӗтӗмӗшле ҫӗршыв пурнӑҫӗнче пынă мӗнпур пулăмсен пӗлтерӗшне те лайăх пӗлет. Вуланинчен мӗн чухлӗ-тӗр киленӗç илетӗн.
Шел пулин те, ҫулсем иртнӗҫемӗн хаҫат-журнал çырăнса илекенсем те, вӗсене кăмăлтан вулакансем те юлманпа пӗрех. Элле кун ҫине вӗҫӗ-хӗррисӗр информаци паракан интернет витӗм кӳрет-ши? Тата çав-çавах аслӑ ӑру представителӗсем патне çаврăнса килсен, вӗсем: «Эпир хаҫат вулама юрататпӑр, алла тытса вуласа, районти, ҫӗршыври хыпарсемпе паллашнинчен те лайăхраххи çук», – теççӗ.
Паянхи кун тӗлне пулнă даннăйсене пăхсан, Ҫӗпрел районӗнче 7852 ҫуртра 21372 ҫын пурӑнать. Хăçан-тăр тутар тата чӑваш ялӗсенче кашни икӗ килтен пӗри район хаҫатне çырăнса илнӗ пулсан, «Туган як» тата «Тăван ен» хаҫатсен пӗтӗмӗшле тиражӗ паян 3500тен ытларах пулма тивӗçлӗ пулса тухать. «Вӑл ӗлӗк совет саманинче пулнӑ вӗт», – тесе ан калӑр. Пур паян та çавăн пек икӗ килтен пӗри район хаҫатне вулакан районсем. Пире вара, Кайпăç пек, районсен ретне тӑма тата 1000 экземпляр ҫитмест.
Анчах, эпир ӗлӗкхи вӑхӑт ҫинчен ӗмӗтленместпӗр те. Ҫав вӑхӑтрах ҫӑкӑр та, апат-ҫимӗҫ те, эмел валли укçа ăçтан тупса пӗтерем-ши текен пӗр вăхăтра ăстăн апачӗ иккӗмӗш плана куçнине ăнланатпăр. Ҫапах та пирӗн шанчӑклӑ туссем пур – вӗсене пула эпир 2400 ытла тиражпа халиччен тухса пытăмăр. Хальлӗхе район хаҫатне 1305 ҫын кӑна ҫырӑннӑ-ха, ку иртнӗ çулхи çак тапхӑрпа танлаштарсан 63,5 процента кăна тӳрӗ килет. Эсир район хаҫатне çырăнмасăр юлмăр, тесе шанатпӑр эпир.
Питех те çуртсем тата халăх шучӗ енӗпе чи пысăккисенчен шутланнă ялсенче хаҫат илекенсем чакса пыни пӑшӑрхантарать.
Калăпăр, Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗнче 339 çурт шутланать. Район хаҫатне ҫырӑнакансен шучӗ çак 50 ҫуртран та иртмест. 300 ҫуртлӑ Аслă Чăнлă ялӗнче те пурӗ 32 ҫемье кӑна район хаҫатне ҫырӑнчӗ. Кивӗ Кахăрлă ялӗнче те пичете ҫырăнасси питӗ ерипен пырать. 318 ҫемьерен пурӗ те 55-шӗ кӑна çак район хаҫатне илме кăмăл турӗ.
Тӗрӗс, тӗрлӗ сӑлтава пула пичет изданийӗсене ҫырӑнма ӗлкӗрейменнисемшӗн кăштах вӑхӑт пур-ха. Районти почта начальникӗ Назим Нафиев каланӑ тӑрӑх, декабрь уйăхӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа 13-мӗшӗччен мӗнпур пичет изданийӗсене çырăнмалли вунă кунлăх пӗлтерчӗç.
Çакна ӗнтӗ хаçат-журнал юратакансене парне пек ӑнланмалла. Ку хушӑра хăвăр кăмăллакан хаҫата çырăнса юлсан питӗ те ăнăçлă пулӗччӗ. Вăл эсир кăмăллакан «Тăван ен» пулсанччӗ тесе ӗмӗтленетпӗр эпир те. Хамăр черетре вара районта мӗн пулса иртни ҫинчен тӗплӗн пӗлтерсе тăма шантаратпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев