Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Раштав типпи

Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн Раштав типпин пӗрремӗш эрни пырать.

Ноябрӗн 28-мĕшĕнче, Раштав типпи пуçланчĕ. Вăл хĕрĕх куна, çитес çулхи январь уйăхĕн 6-мĕшĕччен тăсăлать. Ăна çыннăн чунĕ, ӳт-кĕлетки пысăк праçник – Христос çуралнă кун – умĕн тасалма, Христос вĕрентĕвне çĕнĕ çулта та тытса пымашкăн хатĕрленме ирттереççĕ.

Пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, ку вăхăтра  аш, сӗт юр-варне çимелле мар. 40 куна пыракан типпе хатӗрленмен çынна чăтса ирттерме çăмăл мар. Чунпа хатӗр-тӗк, кӗлӗсене çӳресен – самай çăмăлрах. Мӗнле тытмалла-ха хамăра çак сăваплă вăхăтра? Мӗн юрать, мӗн юрамасть?

 Раштав типпи вăл – пурнăçра киленӗç кӳрекен япаласенчен, савăнăçран пăрăнма ятарласа йышăнни. Чунпа, кӗлеткепе тасалса, кӗлӗ вуласа сăваплă та аслă уява кӗтсе илме хатӗрленни. Чунӗпе вăйлă, халӗпе çирӗп çын кăна типӗ вăхăтне чыслă ирттереет.

Раштав типпинче çулталăк вӗçленет. Çавăнпа çулталăка мӗнле ирттернине тепӗр хут тарăн тишкермелле. Мӗн лайăххине тунă? Ытларах та тума пултарнă, анчах чун сӳрӗклӗхне, çине тăманнипе ним те туман, ытлашши тăрăшман. Çакна ăнланса илсе малашне урăхла пурăнма тăрăшмалла. Нушана лекнисене пулăшма тăрăшмалла. Хăшӗсем тăванӗсене, çывăх çыннисене ӗмӗрлӗхе çухатнисем тăванне пурăннă чух кирлӗ чухлӗ пăхманшăн, тимлӗх уйăрманшăн кулянаççӗ. Пурăннă чух хаклама пӗлмелле.

Çапах ниме пăхмасăр малалла шанса пăхмалла. Аваннине сунса кӗтмелле. Паллах, апат енчен те хамăра чарма тăрăшмалла. Чирлисене кăна çăмăллăхсем пур.

Типӗ тытни этем вăй-халне çирӗплетет. Ачаран хăнăхтармалла ку йӗркене. Ашшӗ-амăшӗ чиркӗве çӳренине, кӗлӗ тунине, хăйсене ирӗке яманнине курса ӳсекен ачаран çын пулатех. Чиркӗве каяймасан килте ирхипе каçхи кӗлӗсем те пулин вулама тăрăшма пулать.

Православи çыннин чунпа Христоспа тӗл пулма хатӗрленмелле. Таса чун, тӗрӗс пурнăç, тарăн та çирӗп ӗненӳ ун валли парне пулӗ. Хамăрта тăнăçлăха упраса хăварма тăрăшăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев