Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Раштав – чи ҫутӑ уявсенчен пӗри

Раштав – Христос çуралнă кун (Рождество Христово) – пĕтĕм христиансемшĕн чи паллă кунсенчен пĕри.

2022 ҫулхи январӗн 6-мӗшӗнче çӗрле, 7-мӗшне хирӗç, ир енне Ҫӗпрел районӗнчи храмсенче Христос çуралнине уявланӑ май уяв мероприятийӗсем иртрӗç. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров православи ҫыннисене аслӑ уяв ячӗпе саламларӗ, тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх сунчӗ.

Хулаçымри вӑтам шкулӗнче ҫак аслӑ уява халалланӑ мероприятисем йӗркеленӗччӗ. Уяв хӑнисем – район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, общество деятелӗ, меценат, депутат, Чӑваш Енре «ТУС» обществӑн генеральнăй директорӗ, нумай ырӑ ӗҫсен пуҫаруçи, Чӑваш Енӗн  тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата строителӗ, ентешӗмӗр, Хулаҫырми ялӗн Хисеплӗ гражданинӗ Николай Угаслов пулчӗҫ.

Николай Федорович Хулаҫырми ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл пулӑшнипе ялти тата районти социаллӑ пурнӑҫпа культура проекчӗсем пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. Паян та вӑл тата унӑн ҫемйи тӑван ялне малалла та пулӑшу парса тӑраҫҫӗ.

Мероприятие уҫнӑ май, шкул директорӗ Надежда Мокшина Николай Федоровича пур пуҫарура та пулӑшнӑшӑн тав турӗ, сывлӑх, ырлӑх тата ҫитӗнӳсем сунчӗ.

Хулаçырми вӑтам шкулӗнче паянхи кун 86 ача вӗренет, ача садне 20 ытла ача ҫӳрет. Хулаçырми пӗлӳ паракан учреждени хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе мăнаçланать. Ҫак шкул пӗтерекенсен хушшинче иртнӗ çул пӗрлехи патшалăх экзаменӗсенче 80, 90 ытла тата 100 балл пухнисем те пулчӗç.

Иртнӗ çул шкул «Ăрусен диалогӗ» проектпа 500 пин тенкӗлӗх грант выляса илчӗ. Ҫав укҫапа вӗсем уроксем валли кирлӗ оборудовани туянма шутлаҫҫӗ.

Шкул ҫумӗнчи участокра коллектив хăйӗн вӑйӗпе продукци ӳстерет. Унсӑр пуҫне, Хулаçырми вӑтам шкулӗ хӑйӗн вӑйлӑ хоккей командипе чапа тухнă. Нумаях пулмасть вӗсем иккӗмӗш хутра, хăйсен вӑйӗпе икӗ кабинета пӗрлештерсе, мероприятисем ирттерме акт залӗ тунă. Ҫакӑн ҫинчен Николай Угаслов пӗлсе, каллех укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу парать. Ентешӗмӗр тӑрӑшнипе шкула ҫӗнӗ оборудованисем, шкапсем, столовӑй валли сӗтел-пукансем илсе килнӗ.

Шкул обществӑпа социаллӑ сферӑна та хастар хутшӑнать. Ҫулталӑк хушшинче пухнӑ макулатура укҫипе гирляндăсем туяннă, Çӗнӗ ҫул тӗлне вӗсем шкул йӗри-таврашне илемлетнӗ. Вӗренӳ учрежденийӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тата та нумай калама пулать.

Николай Федорович ачасене малашне те хастар, ӑслӑ, пӗлӳллӗ пулма, спортпа туслашма сунчӗ.

– Кирек ӑҫта, кирек мӗнле шайра пулсан та, тӑван енӗр ҫинчен, аслă ăру çыннисем, ҫутӑ тӗнчешӗн пуҫ хунӑ паттӑрсем ҫинчен яланах асра тытӑр, хăвăр пурӑнакан тăван ялăра тивӗҫлӗ тӳпе хывӑр. Шкулта вара ҫак ҫутӑ малашлӑха никӗс хывăнать, ан манӑр кун ҫинчен, – терӗ ентешӗмӗр, пурне те Раштав ячӗпе саламларӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та, çаплах,  района пур енлӗ пулӑшнӑшӑн Николай Федоровича тав турӗ, Çӗпрел ҫыннисем унӑн ырӑ ӗҫӗсемпе мăнаçланнине пӗлтерчӗ, ӑна сывлӑх, ҫемйине тăнăçлăх сунчӗ, ентешӗмӗре тата шкула уяв ячӗпе парнесем пачӗ.

Раштав программи ачасем сӑвӑсем каласа панипе, юрӑсемпе, ташӑсемпе ҫыхӑнса пычӗ. Ырӑ йӑлапа Николай Угаслов шкул ачисене пурне те ҫӗнӗ ҫул парнисем пачӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев