Районти çулсем çинчи лару-тăру
Хăрушсăрлăх
Районти Ӗç тăвакан комитетăн ларусен залӗнче ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе комиссийӗн ларӑвӗ пулчӗ. Ларӑва районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи, ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗçлекен районти комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов ирттерчӗ.
Лару ӗҫӗнче, çаплах, район прокурорӗн ҫумӗ А. Миндубаев, районти шалти ӗҫсен пайӗн начальникӗн тивӗçне пурнăçлакан Р. Латыпов, ГИБДД управленийӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов, районти ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем тата комиссийӗн составӗ хутшӑнчӗç. Ларăвăн кун йӗркинче пирӗн ҫулсем ҫинчи хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессипе çыхăннă ыйтусене пӑхса тухрӗç.
Регионти пӗлтерӗшлӗ автоҫулсем ҫинче (Хусан—Ульяновск—Кивӗ Ҫӗпрел тата Кивӗ Ҫӗпрел—Тутар Шатăршан) кӑҫал 4 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртнӗ, вӗсенче 2 ҫын вилнӗ тата 6 ҫын тӗрлӗ шайри сурансем илнӗ. Иртнӗ çул регионти ҫулсем ҫинче пурӗ 1 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртнӗ, вӗсенче 1 ҫын сиен курнă.
Кӑҫал ҫуран ҫӳрекенсем çине кӗрсе кайнипе ҫыхӑннӑ аварисен шучӗ чакрӗ. 2023 ҫулта район территорийӗнче ҫакӑн пек виҫӗ тӗслӗх пулнӑ пулсан, кӑҫал ҫуран ҫынсем ҫине пырса кӗнӗ тӗслӗхсем палăрман. Ӳсӗр пуçпа транспортпа çӳренӗ 1 çул-йӗр-транспорт аварийӗ палăрнă, унта пӗр ҫын вилнӗ, иккӗшӗ суран илнӗ.
«Ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисемпе килӗшӳллӗн ҫуран ҫынсене тумтир ҫине ҫутта тавăракан элементсем вырнаçтарма сӗнеççӗ — вӗсем иртен-ҫӳрене çул урлă каҫнӑ, ҫул хӗррипе талӑкăн тӗттӗм вӑхӑтӗнче пынă чухне кирлӗ. Ҫавӑн пек сӳнӗсем куç курăмӗ начар пулнă условисенче те вăйра. Халӑх пурӑнакан вырӑнсен тулашӗнчи ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисем тӑрӑх вара, ҫуран ҫынсен тумтирӗ ҫинче ҫутта тавăракан элементсем пулни обязательно пулса тӑрать. Ҫутта тавăракан элементсенене тумтир çине çаклатса ҫӳрени ҫын пурнӑҫне, сывлӑхне упраса хӑварма пулӑшать», — тет районти тӗп инспектор Анатолий Михайлов.
«Ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» ГБУ Хусан хулинче территорири управленийӗн начальникӗ Наиль Агишев хăйӗн докладӗнче çул-йӗр-транспорт инкекӗсем çинчен, республикӑри ҫулсене сыхлас тата тытса тӑрас ыйтусене хускатрӗ. Докладчик ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен шучӗ те ҫулсене сыхланипе тата тытса тӑрассипе çыхăннине палӑртрӗ.
Ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен тӗп факторӗ — ҫулсене тата ҫуран çӳремелли тротуарсене вӑхӑтра тасатманни. Ҫавӑнпа та урамри ҫул-йӗрсен сетьне пăхса тăрассине, ял хуçалăх ӗçӗсем пынă вăхăтра уй-хирсенчен çăк тата ял хуçалăх техники тухнă вырăнсенче асфальт сарнӑ ҫулсен тасалӑхне контрольте тытса тăма кирли çинчен калаçрӗ.
Малалла тăсса
2024 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 28-мӗшӗччен район территорийӗнче 7 ҫул-йӗр-транспорт инкекӗ пулса иртнӗ, вӗсенче 2 ҫын вилнӗ тата 10 çын тӗрлӗ шайри сурансем илнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев