Районта «Встречная полоса» профилактика мероприятийӗ иртет
Мероприяти январӗн 22-мӗшӗнчен пуҫланнăччӗ, январӗн 31-мӗшӗччен пырать.
Хирӗçле юхӑмӗн йăрăмӗ ҫине тухассипе ҫыхӑннӑ административлӑ правăна пăсассине профилактикăлас тата чарас тӗллевпе республикӑра, ҫав шутра, пирӗн районта та «Хирӗçле юхӑмӗн йăрăмӗ» профилактика мероприятийӗ иртет.
РФ ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисемпе килӗшӳллӗн, умри машинаран иртсе кайма пуҫличчен водителӗн хӑй тухса кайма хатӗрленекен хирӗçле юхӑмӑн йӑрӑмӗ ҫителӗклӗ пушă пулнине ӗненмелле. Иртсе кайнӑ чухне ҫул-йӗр юхăмӗнче хутшăнакансене ҫӳреме чӑрмантаракан хӑрушлӑхсем пулманнине шута илмелле. «Обгон запрещен» ҫул-йӗр паллин зонинче тӑвалла хӑпарнă чух, хӑрушӑ пӑрӑнусенче тата тулли мар курӑнакан вырӑнсенче иртсе кайма юрамасть.
— Водителе çак требованисене пӑснӑшӑн законпа 5 пин тенкӗ таран административлӑ штраф хураҫҫӗ е транспорт хатӗрӗсене тӑватӑ уйăхран пуҫласа ултӑ уйӑхчен тытса пыма правӑсӑр хӑвараҫҫӗ. Административлӑ правӑна тепӗр хут пӑсас пулсан, транспорт хатӗрӗсене тытса пырассинчен пӗр ҫуллӑха хăтараççӗ. Унсӑр пуҫне тата административлӑ майпа айăп панӑ тата ҫав ӗҫсемшӗн судпа айӑпланнӑ ҫынна транспорт хатӗрӗсене тытса пыма ирӗк ҫук чухне виҫӗ ҫул ирӗклӗхсӗр тӑратса хӑвараҫҫӗ, — тет полици майорӗ Анатолий Михайлов.
Справка
2023 ҫулăн 12 уйӑхӗнче Тутарстан Республикинче ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене пӑснипе тата хирӗçле юхӑмӗн йӑрӑмӗ ҫине тухнă май, 270 ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсене регистрациленӗ, вӗсенче 85 вилнӗ тата 448 ҫын аманнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев