Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Районта шахмат турнирӗ иртрӗ

Ӗнер. Паян. Ыран

Турнирта районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисен шахматист-вӗренекенӗсенчен йӗркеленӗ чи вӑйлӑ командӑсем хутшӑнчӗҫ.

Турнир 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче 2023-2024 вӗренӳ ҫулӗнче вӗренекенсен Спартакиади шайӗнче иртрӗ. Призсене шахмат федерацийӗн районти филиалӗн ертӳҫи А. Е. Ярухин хатӗрленӗччӗ.

Çакна та палӑртмалла, районти пур шкулсенче те наци проекчӗ пулăшнипе пушӑ вӑхӑтра вӗренекенсем шахмат пек спорт тӗсӗпе интересленме пултараҫҫӗ. Çакăн кăтартăвӗ турнирта 19 команда хутшăннипе те палӑрчӗ. Кашни шкул команди хăйӗн составӗнче виҫӗ вӗренекене пӗрлештернӗччӗ. Судьясем Ильдар Яфизов, Ханбик Камалов, Ильнур Мавзютов турнира хакларӗç.

Вӑйӑ пӗтӗмлетӗвӗсемпе 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн команди I вырӑн йышӑнчӗ; Кивӗ Шемӗршел шкулӗн команди II вырăна, ачасен творчество шкулӗ — III вырăна çӗнсе илчӗç
Призерсене пурне те кубоксемпе медальсем пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев