Районта кӗрхи культурӑсене 14 241 гектар лаптӑк çине акнӑ
Вӑрлӑх — пулас тырпулăн никӗсӗ
Ҫӗр ӗҫченӗсем ял хуҫалӑх культурисен тухӑҫлӑхӗ вӑрлӑх пахалӑхӗнчен нумай килнине пурте пӗлеҫҫӗ.
Халӑхра ахальтен мар: «Мӗн акатӑн, ҫавна выратӑн», текен сӑмах ҫӳрет. Ҫитес ҫулхи тырпул тухӑҫлӑхӗшӗн мӗнле никӗс хывнине (вӑрлӑх пахалӑхӗ мӗнле) «Россельхозцентрăн» Ҫӗпрелӗнчи филиалӗн ертӳҫипе Исламетдин Низамовпа калаçу йӗркелерӗмӗр.
— Исламетдин Шакирзянович, районта вӑрлӑхсене упрама хурас тӗлӗшпе ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ?
— Ҫак кунсенче ял хуҫалӑх формированийӗсенче вӑрлӑхсене калибрлас, урӑхла каласан, вӗсене ГОСТ требованийӗсене тӳрӗ килтерес ӗç малалла пырать. Вӑрлӑхсен 27% тӗрӗсленӗ. Акмалли материала анализланă чухне эпир 1000 вӑрлӑхăн тасалӑхне, шӑтаслӑхне, нӳрӗлӗхне, йывӑрăшне, хурт-кăпшанкăсемпе сиенленнипе сиенленменнине палӑртатпӑр. Пӗтӗмлетӳсем тасалӑхӗ, шӑтаслӑхӗ, нӳрӗлӗхӗ тата масси енӗпе тӗрӗсленӗ вӑрлӑхсем кондициллӗ пулнине кăтартса параççӗ. Вӑрлӑхсен фитэкспертизи материал мӗнле чирпе сиенленни ҫинчен, çак вӑрлӑхран мӗнле тухӑҫ кӗтмелли ҫинчен ыйтусем ҫине хуравсем парать.
Кăçал кӗрхи культурӑсене 14 241 гектар лаптӑк çине акнӑ, ҫав шутран, кӗрхи тулӑ — 11 633 гектар, ыраш — 90 гектар тата рапс — 2518 гектар.
— Кӗрхи культура ҫӗрӗҫ тытӑмӗнче пысӑк вырӑн йышӑнать. Вӗсен шайӗ ҫинчен те каласа иртсемӗрччӗ...
— Кӗрхи культурӑсене пысăк шайра, оптималлӑ сроксенче, агротехника требованийӗсене тӳрӗ килтерсе акнӑ. Çак культурăсем пӗтӗмӗшле ака лаптӑкне сахалран та 20 процентран кая мар йышăнса тăма титвӗçлӗ. Анчах, шел, август уйӑхӗнче ҫумӑр ҫунӑ пулин те, сентябрь уйӑхӗнче ҫумӑр ҫумарӗ, типӗ ҫанталӑк октябрӗн 9-мӗшӗччен тытӑнса тӑчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫӗрлехи сивӗсем пуҫланчӗҫ.
Эпир, фермерсемпе тата хуҫалӑх специалисчӗсемпе пӗрле, кӗрхи культура шайне мониторинг ирттертӗмӗр.
Лару-тӑру ҫакӑн пек: лайӑх шайра пулнă калчасем — 6268 гектар (44%); вӑтам шайри калчасем — 2555 гектар (18%); начаррисем — 1728 гектар (12%). Шăтса тухайман калчасем — 3690 гектар (26%).
Ҫакӑнтан курăннă тăрăх, 5418 гектар лаптăка çӗнӗрен акма хатӗр пулма тивӗçлӗ пулатпăр. Хальлӗхе хӗл мӗнле пулассине, калчасем мӗнле хӗл каҫассине те пӗлместпӗр. Ҫакна тума, чи малтанах, ҫурхи тӗштырӑ культурисен вӑрлӑхӗсене хушма упрама вырнаҫтарма кирлине пӑхса тухмалла.
Октябрь уйӑхӗнче çумăрсем пулчӗç пулин те, тӑпрара продуктивлӑ нӳрӗк запасӗ пурӗ 7 миллиметра кăна тӳрӗ килет. 10 милимметртан сахал пулсан, ку ӗнтӗ начар е критикӑллӑ лару-тăру пулнине пӗлтерет. Халӗ ӗнтӗ кӗрхи культурӑсем ӳсме чарӑнчӗç, тӗрекленӗвӗн пӗрремӗш фази пуҫланчӗ. 1-мӗш тӗрекленӳ фази 12-14 кун тӑсӑлать. Унтан 2-мӗш фаза пуҫланать, вӑл нультен 3-5 градус аяларахра 21-24 кун хушши тӑсӑлать. Иккӗмӗш хут çирӗпленнӗ хыҫҫӑн, калчасем сӗтексӗрленеççӗ, хӗллехи ыйха путаççӗ.
Ҫак отрасльти яваплӑ ҫын пулнă май, кӗрхи культурăсен шайӗ питех лайӑх марри ҫинчен каласшӑн. Çавăнпа та 2025 ҫулхи ҫур аки валли хушма тӑкаксене палăртмалла.
— Тавтапуҫ калаҫӑвăршăн!
Справка
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен октябрӗн 31-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен курăннă тӑрӑх, районти хуҫалӑхсенче выльӑх-чӗрлӗхе хӗл каҫарма 19195 тонна апат единици хатӗрленӗ. Ҫав шутра, утӑ — 5394 тонна, сенаж — 32936 тонна, силос — 34001 тонна, улăм — 7089 тонна. Кашни выльӑха вӑтамран 31 центнер апат единици тӳрӗ килет.
Районӗпе мӗнпурӗ 14241 гектар лаптӑкра кӗрхи культурӑсене акнӑ, ҫав шутра, рапс — 2518 гектар, кӗрхи тулӑ — 11633 гектар. 38979 гектар лаптăкри çӗрсене сухаланă.
Сахӑр чӗкӗнтӗрӗ районта мӗнпурӗ 1340 гектар лаптӑка йышӑнса тăрать. Паянхи кун пылак тымарçимӗçе кӑларса илнӗ, хальхи вӑхӑтра чӗкӗнтӗре сахӑр заводне ӑсатаҫҫӗ. Районӗпе сахӑр чӗкӗнтӗрӗн вӑтам тухӑҫлӑхӗ гектартан 481,7 центнерпа танлашать.
Районта хӗвелҫаврӑнӑш 8042 гектар лаптӑка йышӑнать. Паянхи кун тӗлне 7603 гектарне вырса шӗкӗлченӗ, кашни гектартан вӑтам тухӑҫ 21,2 центнера тӳрӗ килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев