Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Районта Крещенккере шыва кӗмелли вырӑнсене палӑртнӑ

Паян, январĕн 19-мĕшĕнче, Христос шыва кĕртнĕ куна паллӑ тӑваҫҫӗ.

Ҫӗпрелӗнчи пушарпа ҫӑлав гарнизонӗн начальникӗн çумӗ, шалти службӑн аслӑ лейтенанчӗ Александр Мердеев Христос тĕнне ĕненекенсем Иисус шыва кĕнине палăртнă кунсенче вакăсем патӗнче çынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси ҫинчен калаçрӗ.

— Православи уявне уявлама хатӗрленнӗ май, районти вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тата православи тӗнӗн организацийӗсен ертӳҫисемпе пӗрле Крещенке уявне ирттермелли мероприятисен вырӑнӗсене шута илнӗ.

Çавна май, тĕн уявĕн ырă йăлине малалла тăсса кăçал районти пилӗк ялта çынсене шыва кĕмелли вырăнсем хатĕрленĕ: Анат Чакă ял тăрăхне кӗрекен Кӗҫӗн Аксу, Аслă Акса ялӗсем, Алешкин-Саплӑк, Чӑваш Ҫӗпрел, Матак ялӗсем. 

Кăшарни уявĕ умĕнхи каçхине тĕне ĕненекенсенчен нумайăшĕ вакка чăмса сăваплă шывра тасалма тăрăшать. Авалхи ĕненÿпе килĕшӳллĕн, çак кун мĕнпур шыв чир-чĕрсене сиплет тата вăй-хăват хушать. Анчах пăр пек сивĕ шыва кĕни пуриншĕн те хăрушсăр мар. 

Массӑллӑ шыва кӗресси вара, йӑлана кӗнӗ пек, январӗн 18-мӗшӗнче ҫӗрле пуҫланса 19-мӗшӗнче иртет. Асӑннӑ вырӑнсенче васкавлӑ пулӑшу бригадисемпе ҫӑлавҫӑсен, ҫавӑн пекех, полици ӗçченӗсен дежурствисем йӗркеленеҫҫӗ. 

Çак хисеплĕ кун шыва кĕрес текенсене асăрхаттарса çапла калас килет: сивĕ шывпа чӳхеннĕ вăхăтра харпăр хăй сывлăхĕ еплерех пулнине асăрхасах тăмалла. Енчен те эсир тин çеç мĕнле те пулин чирпе аптăраса илнĕ пулсан, врачпа канашламасăр шыва кĕме тăхтаса тăрăр. Кун пек чухне пите е алăсене сывĕ шывпа сирпĕтсе илсен те çителĕклĕ. Сывлăх енчен аптăрасах кайманнисен те салтăнсан тӳрех шыва чăммалла мар, малтан алă-урасене пĕчĕккĕн йĕпетмелле, вара тин сивĕ шыва кĕме юрать. 

Çак кун чи кирли эрех-сăрапа иртĕнмелле мар. Сăваплă вырăнта харпăр хăйне Турă хушнă пек тытсан пуриншĕн те лайăх пулĕ.

Аса илтеретпӗр, Ҫӗпрел районӗнче пурӑнакансене шыва кӗме йӗркелемен шыв объекчӗсенче вакка кӗме чарнӑ. Ҫавӑн пекех хӑрушсӑрлӑхӑн пур мерисене те тытса пыма чӗнетпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев