Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Район çыннисем: Назия Салахова, Елена Мугинова, Хурия Замалдинова 95, 90 çулхи юбилейӗсене палăртса ирттерчӗç

Кашни кунпа савăнса пурăнма пӗлекенсем

Кивӗ Чукал ялӗнче пурӑнакан Назия Хасянзяновна Салахова 95 ҫулти юбилейне паллӑ турӗ

Ҫак кун юбиляр район пуҫлӑхӗн çумӗнчен Алексей Ярухинран, Кивӗ Чукал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнчен Рамис Низамутдиновран ӑшӑ саламсем йышăнчӗ.

Хӑнасем хисеплӗ ветерана юбилей ячӗпе саламларӗҫ, РФ Президенчӗн Владимир Путинăн саламлӑ открыткине, район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн парнине тата чечексем пачӗҫ, сывлӑх, телей, вăрăм кун-çул сунчӗҫ.

Назия Хасянзяновна Ҫӗнӗ Чукал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ашшӗне фронта илсе кайсан, вӗсем амӑшӗпе иккӗшӗ тăрса юлаççӗ.

Ăна тантӑшӗсем пекех, вӑрҫӑ ҫулӗсенче ăгна та ҫӑмӑл пулман, пурте ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе, иртен пуҫласа каҫчен тӑрӑшса ӗҫленӗ. Мӗнле кӑна ӗҫсем тума тӳр килмен ун чухне унӑн. Ҫав ҫулсенче ветеран колхозра та, вӑрман хатӗрленӗ çӗрте те ӗҫлет.

23 ҫулта Кивӗ Чукал ялӗнчи Абдуллазян Салаховпа çемье çавăрса ярать. Пулас мăшăрӗпе вӑл вутӑ хатӗрленӗ чухне паллашать. Вӗсем 67 ҫул пӗрле пурӑнаççӗ. Назия аппапа Абдуллазян пичче ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫлеççӗ. Назия Хасянзяновна тӗрлӗ ҫулсенче доярка пулса тата пӑру витинче ӗҫлет, ҫав вӑхӑтрах чӗкӗнтӗр уйӗнче вăй хурать.
Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем тӑватӑ ача пăхса ӳстерсе, пурне те тивӗҫлӗ пӗлӳ илме тата пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаҫҫӗ.

Паян Назиа аппан 11 мӑнукпа 9 мӑнук пур.

Хисеплӗ ветеран ҫулӗсем иртнӗ ҫемӗн хастарлӑхне ҫухатман, ҫӗршыври, районти, ялсенчи мӗнпур ҫӗнӗ хыпарсемпе те интересленсе пурăнать, телевизорпа ҫӗнӗ хыпарсем пӑхать, куҫлӑхсӑрах вулать. Аслă çулсенче пулин те, вӑл хӑйне питӗ лайӑх туять, килти ӗҫсене кăштăртатса çӳресе пурнӑҫлама тӑрӑшать, астăвăмӗ те лайăх.

Юбиляр килте пӗчченех пурӑнать, ӑна та социаллӑ ӗҫчен Лилия Яфизова яланах пулӑшса тăрать. Юбилярăн хӗрӗсенчен пӗри ялта пурӑнать, вӑл кашни кунах амӑшӗ патне ҫӳрет, ӑна пур ӗҫре те пулӑшма тӑрӑшать, ачисем, мӑнукӗсем амӑшӗпе асламӑшне-кукамăшне пӗччен хăварас мар тесе тăрăшаççӗ, час-часах килеççӗ, хуҫалӑхра пулăшса хăвараççӗ.

Юбиляр хӑнасем килнӗшӗн питӗ савӑнчӗ, хăйсем çинчен манманшӑн вӗсене чунтан тав турӗ.

Юбиляр Фото Гулия ФаизоваÇут тӗнче кама йӑлӑхтарса ҫитерӗ-ши?

90 çула çитнӗ ӗç ветеранӗ Елена Васильевна Мугинова чун-чӗре канăçлăхӗшӗн, лӑпкӑ та тăнăç пурнӑҫшӑн савӑнса пурăнать.
Чӑваш Ҫӗпрелӗнче пурӑнакан Елена Васильевна Мугина 90 ҫул тултарчӗ. Юбилей ячӗпе саламлама килнӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫине Рустам Мухаметзянова тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Виталий Землемерова вӑл хăйӗн тӑванӗсем пек ҫывӑха хурса, ăшшăн кӗтсе илчӗ.

Елена Мугинована нушине, терт-асапне нумай курма тӳрӗ килнӗ. Ашшӗпе тетӗшӗ вӑрҫа кайнӑ та каялла таврӑнман. Ҫемьере нумай ачаллӑ, пысӑккисемпе питӗ ир ӗçе пуçăнать. Колхозра тӗрлӗ ӗҫре ӗҫлет. Мӗн тӳссе ирттерни, сăрт-ту хушшинчен ҫӑлкуҫ шыв юхса тухнă пекех пулать. 

Мӑшӑрӗпе çемье çавăрса ярса, пултăклă, ӗçчен ачасем пăхса ӳстереççӗ. Хальхи вӑхӑтра унӑн ывӑлӗ Виктор Кузьмич Ульяновск хулинче пурӑнать, строительство фирмин директорӗ, хӗрӗ Любовь Кузьминична та Ульяновск хулинче пурӑнать, уйрӑм предприниматель. Тепӗр хӗрӗ Валентина Кузьминична Ульяновск облаҫӗнчи Ишеевка рабочи поселокӗнче пурăнать. 

Елена Васильевнана ултӑ ачаран виҫӗ ывӑлӗ пурнăçран уйрăлса кайнине те тӳссе ирттерме тӳрӗ килет, мӑшӑрӗ те çумӗнче çук, вилнӗ. Паян вӑл хӑйӗн килӗнче пӗчченех пурӑнать. Ҫапах та унӑн ачисем ӑна пӗччен кăна хăвармаҫҫӗ. Кашни кунах шăнкăравласа тăраççӗ, килсех тăраççӗ. Юбилярăн 2 мӑнук пур. 

Вӑрҫӑ ҫулӗсене аса илсе, Елена Васильевна хӑйӗн вӑрланӑ ачалăхӗ ҫинчен калаçать. «Вӑрҫӑ пире аттесӗр хӑварчӗ. Атте пулнӑ пулсан, çав териех пурнăç йывăр пулман пулӗччӗ те вӗт», — тет. — Эпӗ мӗн ачаран ӗçре пултăм. Хамӑн ачасене те вӗрентрӗм. Паян пурнӑҫ илемлӗ. Çăлкуç патне шыва та каймалла мар, пӳрте кӗртнӗ. Ҫак тӗнчене пӗртте пăрахса каяс килмест. «Ҫут тӗнчерен кам ывӑннӑ? 100 çул туличчен Турӑ пурӑнтарсамччӗ!» теççӗ.

Юбиляра вӑрӑм та тăнăç пурнăç сунса, хăнасем район пуҫлӑхӗн саламлă çырăвне, парне тата чечек ҫыххи пачӗҫ. Ӗҫленӗ ӗçӗсемшӗн тав турӗç.

Юбиляр Фото Гулия ФаизоваСавăнăçсенчен чи пысăкки пӳрнӗ ăна

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Хрия Фаткулкадыровна Замалдинована Коммунистла Ӗҫ ударникӗ ятне Останкино телебашнинче параççӗ.

Хрия аппан ӗҫ ҫулӗ тӑван енӗнче «Россия» колхозра пуҫланать. Вӑрҫӑра вилнӗ ашшӗн Фаткулкадырăн виҫӗ хӗрӗ: Хрия, Райхана тата Рушания амăшӗн тӗп пулӑшаканӗсем пулса тӑраççӗ. Арҫын килте ҫукки те вӗсене мӗн ҫамрӑкранпах пурнӑҫ нушисем асаплантараççӗ. Анчах вӗсем пуç усмаççӗ, хăйсем ӗçлесе мӗн кирлине тупса, ҫынран кая мар пурӑнма тӑрӑшса, кашни ӗçе тӗплӗн пурнăçлама тăрăшаççӗ.

Хурия аппапа ҫаплах пулать. «Россия» колхозра ӗçленӗ хыҫҫӑн, 1960 ҫулта вăл районти потребитель обществин ҫӑкӑр комбинатне ӗçе вырнаçать. Кунта 1973 ҫулччен чыслăн вăй хурать. Пултаруллӑ хӗре тӗрлӗ общество ӗҫсене явӑҫтараççӗ.

Ӗçленӗ хушăра вӑл район судӗнче заседатель тивӗçне те пурнăçлать.

— Астӑватӑп, ӗлӗк район центрӗнче ҫӑкӑра вӑрӑм черет тӑрса илетчӗç. Хрия аппан смени пулнине пӗлсен, ҫынсем ҫӑкӑра миххӗсемпе тултарса каятчӗç, — тесе каласа парать унпа пӗртăванӗн хӗрӗ Юлдуз ханум. — Пирӗн аппа яланах ӗҫчен пулчӗ.

1973 ҫулта вӑл ют çӗртен района ӗҫлеме килнӗ хӑйӗн юратнӑ Зиннарӗпе çемье çавăрса, Ковров хулине тухса каять. Унта пурӑнма куҫсан, хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсса, ҫӑкӑр заводӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан, шӑпа каллех вӗсене тӑван ене çавăрса килет. Кунта вӑл мӑшӑрӗпе пӗрле Алия кинемие пăхса пурăнса, юлашки ҫула ӑсатать, ун хыççăн унăн мăшăрӗ те пурнăçран уйрăлса каять. 

Ковров хулинче ӗçленӗ çулсене тунсăхласа, Хрия аппа Мускаври Останкино телебашньăн ҫаврӑнса тăракан залӗнче пулни ҫинчен калаçрӗ. Паллах, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн хӗрӗшӗн ку пысӑк чыс пулать. «Çак зал ылтӑн тӗслӗччӗ», — тет. 

Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Коммунистла Ӗҫ ударникӗн ятне тивӗçлӗ пулать. Ҫакна палӑртмалла: Коммунизмла Ӗҫ ударникӗ —Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче ӗҫ дисциплинине тӗслӗхлӗ пурнăçласа пыракан работниксене çеç парăнакан хисеплӗ ят.

Ҫак кунсенче Хрия аппа 90 ҫул тултарчӗ. Ҫак чаплӑ уява вӑл хӑйӗн тӑванӗсемпе, ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле кӗтсе илчӗ. Шӑпи ӑна хӑйӗн ачисене пулма май паман пулин те, йӑмӑкӗн Райханан хӗрӗн Зульфия Иршатовна Юсупован, мӑнукӗн Салаватпа унӑн ҫемйин ăшă ытамӗнче пурăнма парне тăвать. Хальхи вӑхӑтра вӑл хӑйӗн йӑмӑкӗпе юнашар, вӗсемпе пӗрле телейлӗ ватлӑхне ирттерет. 

Юбиляра саламлама Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаровпа Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов килнӗччӗ. Марат Ринатович Хрия аппана чыслă ӗҫӗсемшӗн тав турӗ, сывлӑх сунчӗ, чечексемпе парнесем пачӗ. 
Уяв сӗтелӗ хушшинче, унăн тӑванӗсемпе юнашар, хӑнасем ҫемье альбомне пӑхса тухрӗҫ, юбилярăн аслă кун-ҫулне аса илчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев