Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Раҫҫей кунӗнче» паспортлă пулчӗç

Чаплӑ мероприяти «Чүпрале» паркӗнче иртрӗ.

Июнӗн 12-мӗшӗнче «Чүпрале» паркӗнче Раҫҫей кунне халалланӑ чаплӑ мероприятисем иртрӗҫ. Район ҫыннисемпе хӑнасене уявпа районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов саламларӗ. 

14 ҫул тултарнă граждансене паспорт парасси пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса тӑчӗ.

«Паян эсир пирӗн ҫӗршывӑн тулли праваллӑ гражданӗсем пулса тӑтӑр. Раҫҫей гражданинӗ пуласси — пысӑк чыс, паспорт илни вара — асра юлмалăх пысăк пулăм пулса, чун-чӗрӗрсенче вăрах сыхланӗ. „Раҫҫей кунӗнче“ паспорт илме икӗ хут кӑмӑллӑ. Раҫҫей кунӗ — пирӗн ҫӗршывӑн хӑвачӗпе ҫирӗплӗхне палӑртакан, наци пӗрлӗхӗн символӗ пулса тӑракан патшалӑхӑн чи пӗлтерӗшлӗ уявӗсенчен пӗри. Ҫак уяв пирӗн ҫӗршывшӑн чӗрере мӑнаҫлӑх вӑраттӑр, пурăнма вӑй хуштӑр! Эсир тӳрӗ ҫултан ан пӑрӑнӑр, ҫӗршывӑмăрăн, республикӑн, районӑн тивӗҫлӗ ҫыннисем пулса пурӑнӑр. Çӗпрелӗмӗре мухтавлӑр, унӑн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшӑр», — терӗ Рустам Мухаметзянов.

Район прокурорӗ Олег Гайнутдинов, паспорт пӗлтерӗшлӗ документ пулнине ӑнлантарчӗ.

Саламланисем концерт номерӗсемпе çыхăнса пычӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев