Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Раççей историйӗ Парне илме кăмăллă

Ветерансен район советӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин çемье фотохроникисем» конкурс валли материалсем хатӗрленӗ çӗрте хастар хутшӑнакансене парнелерӗç.

Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ çак конкурс 2017 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнăччӗ, вăл 2020 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлчӗ.

1941-45 ҫулсенчи вӑрҫăра хутшӑннӑ фронтовиксен сӑн ӳкерчӗкӗсене пухас ӗҫе районти ветерансен совечӗн ун чухнехи ертӳçи Роберт Закиров (халӗ вилнӗ) пуҫласа янăччӗ. Зоя Кузнецова тата ветерансен районти совечӗн ҫӗнӗ ертӳçи Роза Насибуллина çак ӗçе малалла тӑсрӗҫ.

Районти ветерансем, активистсем фронтовиксен, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑннисен сӑн ӳкерчӗкӗсене пухас ӗҫе хастар хутшӑнни çинчен каларӗ Роза Насибуллина. Пуҫтарăннӑ сăн ӳкерчӗксене пӗрле пухса, кирлӗ шайра ӗçе кӗртсе, конкурсăн йӗркелӳ комитетне янӑ.

Проектӑн тӗп тӗллевӗ – Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи фотоматериалсен электронлӑ архивне йӗркелесси, вӗсемпе ачасемпе ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫре усӑ курасси. Электронлӑ архивра сăн ӳкерчӗксенчи ҫынсем тата пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен кӗскен статьясем, даннăйсем пулӗç. Материалсем «ТР Наци музейӗ» учрежденийӗнче сыхланӗç.

Паллах, тăрăшса пурнăçланă ӗçӗн кăтартăвӗ те пулнă май – иртнӗ çул районти ветерансен совечӗ Ветерансен (пенсионерсен) регионти обществăлла организацийӗн Тав ҫырӑвӗпе, кӑҫал вара Пӗтӗм Раҫҫейри «Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин çемье фотохроникисем» ирӗклӗ акцийӗн Дипломӗпе парнеленчӗ. Роза Насибуллина та, хăй черетӗнче, конкурс валли материалсем хатӗрленӗ çӗрте активлă хутшăннăшăн Ильнур Мавзютова, Иршат Закирова, Фирдауса Яфизована, Зоя Кузнецована Тав ҫырӑвӗсем, парнесемпе чечексем пачӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев