Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Раççей гражданинӗ  пулни – мăнаçлăх

Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗнче, савăнăçлă лару-тăрура, ҫамрӑк граждансене паспортсем пачӗç

Çамрăксем – хастар халăх

Мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Раҫҫей Шалти ӗçсен   министерствин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн общество йӗркине сыхлас енӗпе  полици начальникӗн çумӗ  Рамиль Шайхаттаров                хутшӑнчӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗн паспорчӗсене Данил Алексеев, Мария Еремеева, Зульфат Тазетдинов, Рузиля Хасанова илчӗç.

Асăнмалăх пулӑмпа саламласа, район пуçлăхӗ Марат Гафаров:

– Паспорт – РФ гражданинӗн докуменчӗ кӑна мар, аслă пурнӑҫа  пӗрремӗш утӑмăн, общество тата патшалӑх умӗнче яваплӑх символӗ те вăл. Ӑслӑ, пултаруллӑ тата ӗҫчен пулса ӳсӗр,  аҫăр-аннӗрсем, тусăрсем, тӑван енӗмӗр тата ҫӗршывăмăр Сирӗнпе мăнаçланмалăх лайӑх ҫынсем пулӑр, – терӗ.

Çамрăк гражданинсене парне пулнă май, концерт номерӗсем хатӗрленӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев