Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Раççей çирӗп, вăйлă пулӗ, çакăн пек паттăр ывăлӗсем пур чухне

Февралӗн 23-мӗшӗ – Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ ячӗпе хатӗрленӗ ятарлă страница. Каччăсемпе арçынсене кашнинех çак уяв ячӗпе саламлатпăр!

Пирӗн кунăн геройӗсем

Каччă отпуска таврӑнчӗ

 

Ун ҫинчен вӑл пирӗн вӑхӑтри герой теме пулать. Хӑй вӑл: «Ку манӑн ӗҫ – Тӑван çӗршыва хӳтӗлесси», – тет.

Владимир, ҫамрӑк пулин те, темиҫе çар юхăмӗнче хутшӑнса, ҫӗршыв интересӗсене хӳтӗлеме ӗлкӗрнӗ. Вӑл Сирире те пулнӑ. Украина территорине неонацистсенчен ирӗке кӑларас ӗҫе хутшӑннӑ. Халӗ вара, кӗске вӑхӑтлӑха отпуска – тӑван килне таврӑннă.

Эпир Владимира редакцие хăнана чӗнтӗмӗр. Хӑйӗнпе паллаштарма ыйтрăмăр. Вӑл Чӑваш Çӗпрелӗнче ҫуралса ӳснӗ иккен. Çак ялта вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Унтан Шупашкарти олимп резервӗсен училищинче вӗреннӗ. Ку училищӗре спортпа туслашнӑ, малашне хӑйӗн пурнӑҫне спортпа ҫыхӑнтарас текенсене йышӑнаççӗ. Пирӗн герой та йӗлтӗрпе çӳрес, çăмăл атлетика пек спорт тӗсӗсемпе мӗн ҫамрӑкранах интересленет иккен.

– Владимир, сирӗн пурнӑҫăрти кумир кам?

– Вӑл манран икӗ ҫул кăна аслӑрах тете. Вӑл та, атте те мана ачаранпах хӑюллӑ пулма вӗрентрӗç.

Тете яланах маншăн тӗслӗх пулчӗ. Пӗрле спортпа интереслентӗмӗр: йӗлтӗр, шывра ишмелли ăмăртусенче хутшӑнаттăмăр, паллах, чӑн-чӑн туссем пултăмăр.

– Мӗншӗн-ха эсӗ хӑвӑн пуласлӑхна спортпа ҫыхӑнтарас темерӗн?

– Владислав (тетӗшӗ Р.А.) контрактник профессине суйласа илсен, эпӗ те интересленсе кайрӑм. Пӗр çуллăх службăн срокне те ирттерсе тăмарăм – контракт килӗшӗвӗ турăм.

– Сири вара тата? Мӗнле унта?

– Унта ӑшӑ... (кулать).

– Ӳкӗнместӗн-и?

– Нимӗн чухлӗ те. Камăн-тăр  приказсене пурнӑҫламалла. Эпӗ ҫапла шутлатӑп: ывăл ача пулса ҫуралнӑ ҫыннӑн арҫын тивӗҫне – Тăван ҫӗршыва хӳтӗлесси пек ӗҫе  – пурнӑҫламалла. Эпир пулмасан, кам?

Ҫапла, пӗр казармӑра, юнашар кровать ҫинче выртса, пӗр кашăкран тенӗ пек çисе пурӑннă туссене ҫухатма йывӑр. Анчах контракт ҫырнӑ чухнех кирек мӗнле лару-тӑрӑва та хатӗр пулма кирли ҫинчен асӑрхаттараҫҫӗ вӗт...

– Ҫак отпуск хыҫҫӑн Украина территорине каятӑн-и?

– Каялла таврӑнма приказ пулман-ха. Унти халӑха та эпир кирлӗ вӗт. Вӗсем пире хӗпертесе, ирӗке кӑларакансем, тесе кӗтсе илчӗҫ.  Миçе çултанпа хӗç-пăшал, вут-çулăмӗ айӗнче пурӑннă халăха курма питӗ йывăр, паллах.

– Чи йывӑр самантсенче эсӗ мӗн е кам ҫинчен шухӑшлатӑн?

– Манӑн мăшăрăм е ывӑл пулнӑ пулсан, эпӗ вӗсем ҫинчен шухӑшланӑ пулӑттӑм (кулать). Халлӗхе, паллах, атте-анне, тӑвансем ҫинчен, вӗсем патне ырă-сывă таврӑнасси ҫинчен шухӑшлатӑп.

– Чи пысӑк ӗмӗт?

– Ҫемье çавăрасси, ҫурт тӑвасси. Хальлӗхе вара пирӗн, ҫар ҫыннисен, хамӑр ҫине хунӑ задачӑна пурнӑҫламалла. Акӑ тăнăçлăх вырнаçтăр та... унтан ӗмӗте пурнӑҫа кӗртмелли ҫула пӑхса тухӑпӑр.

– Санӑн юратнӑ хӗр пур-и?

– Пур.

– Хăвăнтан ҫамрӑк пулнисене, пирӗн хаҫата вулакансене, мӗн каланă пулăттăн эсӗ?

– Ан пӑшӑрханӑр! Тӗрӗслӗх пирӗн енче. Эпир ҫӗнтерӗпӗр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев